Тит патне 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Тӗрӗс вӗрентӳпе епле пурӑнмаллине ӳкӗтлесси 1 Эсӗ вара тӗрӗс вӗрентӳпе килӗшӳллине кала: 2 ватӑсем сыхӑ, мӑнаҫлӑ тата таса шухӑшлӑ пулччӑр; ӗненӳре, юратулӑхра, тӳсӗмлӗхре ҫирӗп пулччӑр. 3 Карчӑксем ӗненекене килӗшӳллӗ пек тумланччӑр; элеклемесӗр, сӑра-эрех ӑшне путмасӑр пурӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр. 4 Вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкипе ачи-пӑчине юратма, 5 таса шухӑшлӑ, ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентчӗр – ҫапла тусан Турӑ сӑмахӗ хур пулмӗ. 6 Яшсене те таса шухӑшлӑ пулма ӳкӗтле. 7 Ырӑ ӗҫӳпе вӗсемшӗн тӗслӗх пул. Эсӗ ӳкӗтлени таса та танлӑ, пӑсӑк мар пултӑр. 8 Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр. 9 Чурасене хӑйсен хуҫисене пур енчен те пӑхӑнса, юраса, вӗсемпе тавлашмасӑр пурӑнма ӳкӗтле. 10 Вӗсем ан вӑрлаччӑр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр – ҫапла туса хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне татах илем кӳччӗр. 11 Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ. 12 Ҫав ырӑлӑх пире кунти пурӑнӑҫра Турӑсӑр ӗҫсене тата ку тӗнче киленӗҫне пӑрахӑҫласа, таса шухӑшлӑ та тӳрӗ, Турра хисеплесе пурӑнма вӗрентет. 13 Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет. 14 Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ. 15 Ҫапла каласа ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле! Сан ҫине никам та ҫӳлтен ан пӑхайтӑр! |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia