Римсем патне 9 - Синодальный НЗ9-мӗш сыпӑк Турӑ Израиле суйласа илнӗ 1 Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет: 2 чӗрем пысӑк хуйхӑпа, чарӑнми асаппа тулчӗ. 3-4 Хампа пӗр йӑхри тӑвансемшӗн, Израиль халӑхӗшӗн, эпӗ хама Христосран уйӑрттарма та хатӗр. Израиль ҫыннисене Турӑ ывӑллӑха илнӗ, Хӑйӗн мухтавне вӗсене панӑ, вӗсене халал панӑ. Вӗсен саккун та, Турра кӗлтӑвас йӗрке те, Турӑ шантарса сӑмах пани те пур. 5 Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь. 6 Израиль ҫыннисем хӑйсене ҫапла тыткаланишӗн Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланмарӗ теме ҫук. Мӗншӗн тесен Израильтен ҫуралнисем пурте Израиль ҫыннисем мар-ха. 7 Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пурте Авраам ачисем мар-ха. Ҫырнинче ҫапла каланӑ-ҫке: «Исаакран ҫуралнисене санӑн тӑхӑму тейӗҫ». 8 Урӑхла каласан, ҫуралнӑ тӑрӑх кӑна Израиль ҫынни шутланакан кашни ҫынах Турӑ ачи мар. Турӑ сӑмах панипе ҫуралнисем кӑна Турӑ ачисем пулаҫҫӗ. 9 Турӑ ҫапла сӑмах панӑ пулнӑ: «Палӑртнӑ вӑхӑтра Эпӗ сан патна килӗп, ун чухне Саррӑн ывӑл ача пулӗ». 10 Ку ҫеҫ те мар-ха. Ревеккӑн та йӗкӗреш ывӑл ҫие юлнӑ, вӗсен ашшӗ мӑн асаттемӗр Исаак пулнӑ. 11-12 Вара йӗкӗрешсем ҫураличченех, ырӑ е усал тума ӗлкӗричченех Турӑ Ревеккӑна: «Асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ», – тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ачасене ӳссессӗн тӑвас ӗҫӗсене кура мар, Хӑй суйласа илнӗ. Унӑн, Чӗнекенӗн, ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. 13 Ҫырнинче ун пирки: «Эпӗ Иакова килӗштертӗм, Исава килӗштермерӗм», – тенӗ. 14 Халӗ мӗнех калар-ха? Турӑ тӳрӗ мар-шим? Апла мар, паллах. 15 «Кама каҫармаллине – каҫарӑп, кама хӗрхенмеллине – хӗрхенӗп», – тенӗ пулнӑ Турӑ Моисея. 16 Ҫапла вара каҫару этем кӑмӑлӗнчен те, этем тӑрӑшнинчен те мар, каҫаракан Турӑран килет. 17 Ҫырнинче Турӑ Египет патшине ҫапла каланӑ: «Сан урлӑ Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм». 18 Ҫапла вара Турӑ Хӑй кама каҫарас тет, ҫавна каҫарать; камӑн кӑмӑлне хытарас тет, ҫавӑн кӑмӑлне хытарать. Турӑ ҫиллипе хӗрхенӗвӗ 19 «Апла пулсассӑн мӗншӗн-ха Турӑ пире айӑплать? Унӑн ирӗкне кам хирӗҫлеме пултарӗ?» – тейӗн эсӗ мана. 20 Эсӗ, этем, Турӑпа тавлашмашкӑн камах вара? Тӑм чӳлмек чӳлмекҫӗне: «Эсӗ мана мӗншӗн ҫапла ӑсталарӑн?» – тесе ӳпкелешӗ-и? 21 Пӗр тӑмранах паха савӑт-сапа е ахаль куршак тӑвасси чӳлмекҫӗн ирӗкӗ мар-и вара? 22 Тен, Хӑйӗн ҫиллине тата Хӑйӗн хӑватне кӑтартас тесе, Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене – пӗтме пӳрнӗ ҫилӗ чӳлмекӗсене – пысӑк тӳсӗмлӗхпе хӗрхенсе пурӑннӑ? 23 Тен, ҫакна Вӑл тӳрӗ ҫынсене – мухтава тивӗҫес хӗрхенӳ чӳлмекӗсене – Хӑйӗн мухтавӗн аслӑлӑхне пӗр вӑхӑтрах кӑтартас тесе тунӑ? 24 Ҫав хӗрхенӳ чӳлмекӗсем – эпир. Турӑ пире иудейсем хушшинчен кӑна мар, урӑх халӑхсем хушшинчен те суйласа илнӗ. 25 Ҫырнинчи Осия кӗнекинче ҫапла каланӑ: «Хамӑн мар халӑха Хамӑн халӑхӑм тейӗп, савманнине савнӑ тейӗп». 26 «Турӑ вӗсене: „Эсир Манӑн халӑхӑм мар“, – тенӗ вырӑнтах вӗсене: „Эсир – чӗрӗ Турӑ ачисем“, – тейӗҫ». 27 Исаия пророк тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсен шучӗ тинӗс тӗпӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлӗ пулсассӑн та, ҫӑлӑнса юлаканӗсем йышлӑн пулмӗҫ. 28 Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ҫӗр ҫинчи Сучӗ тӗрӗс те хӑвӑрт пулса иртӗ». 29 Исаия пророк ун ҫинчен малтанах ҫапла каланӑ: «Саваоф Хуҫа Турӑ Авраам йӑхӗнчи ҫынсенчен сӑваплисене упраса хӑварман пулсан, пире Содомпа Гоморрӑра пурӑннисен шӑпи кӗтнӗ пулӗччӗ». Израиль тата Ырӑ Хыпар 30 Халӗ мӗнех калар-ха? Тӳрре тухас темен урӑх халӑхсем тӳрӗлӗх илчӗҫ, Турра ӗненнӗрен тӳрре тухрӗҫ. 31 Саккуна пӑхӑнса тӳрре тухас тенӗ Израиль халӑхӗ вара тӳрре тухаймарӗ. 32 Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Израиль халӑхӗ ӗненнипе мар, саккуна тытса пынипе тӳрре тухасшӑн пулнӑ. Ҫапла вара вӑл „такӑнтаракан чулран“ такӑннӑ. 33 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, эпӗ Сионра такӑнтарса ӳкерекен чул хуратӑп, вара ӗненменнисем такӑнса ӳкӗҫ. Анчах та Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia