Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Римсем патне 8 - Синодальный НЗ


8-мӗш сыпӑк Сывлӑш хушнипе пурӑнасси

1 Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук.

2 Христоспа пӗрлӗхлӗ туса, чӗрӗлӗх кӳрекен Сывлӑш хӑвачӗ мана ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарчӗ.

3 Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ.

4 Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ.

5 Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем ҫылӑхлӑ кӑмӑлне тултарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, Сывлӑшшӑн пурӑнакансем вара Сывлӑш ыйтнине тивӗҫтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

6 Ӳт-пӳ туртни – вилӗм, Сывлӑш ыйтни – чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх.

7 Ӳт-пӳ туртни хыҫҫӑн кайни вӑл Турра хирӗҫ кайниех. Унашкаллисем Турӑ йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, пӑхӑнма та пултараймаҫҫӗ.

8 Ҫавӑнпа та ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем Турра юрӑхлӑ пулаймаҫҫӗ.

9 Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар.

10 Христос сирӗнте пулсассӑн, ӳт-пӳ ҫылӑхшӑн вилӗ, чун-чӗм вара тӳрӗлӗхшӗн чӗрӗ пулать.

11 Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.

12 Ҫапла вара, тӑванӑмсем, ӳт-пӳшӗн пурӑнмашкӑн эпир ӳт-пӗве парӑмлӑ мар.

13 Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр.

14 Кам Турӑ Сывлӑшӗ ертсе пынипе ҫӳрет, ҫав Турӑ ачи пулать.

15 Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр.

16 Эпир Турӑ ачисем пулнине пирӗн чун-чӗме ҫав Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет.

17 Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.


Хамӑра тивӗҫес мухтав

18 Хамӑр умра уҫӑлас мухтавпа танлаштарсан, хальхи вӑхӑтлӑх асапсем ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ.

19 Мӗншӗн тесен Турӑ пултарнӑ тӗнче Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет.

20-21 Турӑ пултарнӑ тӗнче тӗлсӗрлӗхе хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнман, ӑна пӑхӑнтарнӑ Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ. Анчах та Турӑ пултарнин вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтӑлас, мухтава тата ирӗке Турӑ ачисемпе пӗрле пайлас шанчӑк пур.

22 Турӑ пултарнӑ пӗтӗм тӗнче халичченех ахлатса асапланнине эпир пӗлетпӗр.

23 Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, –

24 ҫакӑ пире ҫӑлӑнӑҫ паракан шанчӑк. Анчах та шанни ҫитсессӗн, курӑнакан пулсассӑн, вӑл шанчӑк пулма пӑрахать. Куҫ умӗнче пуррине кам-ха шанчӑк теейтӗр?

25 Эпир куҫ умӗнче ҫуккине шанатпӑр, ӑна тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр.

26 Эпир халсӑр пулин те, Сывлӑш пире ҫирӗплӗх парсах тӑрать. Мӗншӗн тесен эпир Турра кирлӗ пек кӗлтума та пӗлместпӗр. Пирӗншӗн Сывлӑш Хӑй, этем чӗлхинчи сӑмахпа калама май ҫуккине каласа, кӗлтуса хута кӗрет.

27 Чӗремӗрсене тӗрӗслекен Турӑ вара Сывлӑш мӗн каласса пӗлет. Мӗншӗн тесен Сывлӑш, Турӑ ирӗкӗпе, ӗненекенсен хутне кӗрет.

28 Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать.

29 Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ.

30 Малтанах палӑртса хунисене Вӑл чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисене Вӑл тӳрре кӑларнӑ. Тӳрре кӑларнисене вара мухтава та кӑларнӑ.


Турӑ пире майлӑ

31 Ҫакӑн пирки тата мӗн калама пулать-ха? Турӑ пире майлӑ пулсан пире хирӗҫ кам тӑрайӗ?

32 Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?

33 Турӑ суйласа илнисене кам айӑплама пултарайӗ? Никам та. Вӗсене Турӑ тӳрре кӑларать.

34 Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.

35 Турӑ юратулӑхӗнчен пире мӗн уйӑрайӗ? Хуйхӑ-и, инкек-и, хӗсӗрлев-и, выҫлӑх-и, сивӗ-и, хӑрушлӑх-и, хӗҫ-и? Ҫырнинче ҫапла каланӑ:

36 «Пире Саншӑн кулленех вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ».

37 Анчах та хамӑра Юратаканни вӑй парса тӑнӑран эпир ҫак йывӑрлӑхсене пурне те ҫӗнтеретпӗр.

38 Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн шанатӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, ҫӳлти сывлӑшсемпе хӑватсем те, хальхи те, пуласси те,

39 ҫӳлти тӗнче те, аялти тӗнче те, пӗтӗм ҫут тӗнчере мӗн пурри те пире Христос Иисус урлӑ, хамӑр Хуҫамӑр урлӑ, килекен Турӑ юратулӑхӗнчен уйӑраяс ҫук.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ