Римсем патне 7 - Синодальный НЗ7-мӗш сыпӑк Мӑшӑрланупа танлаштарни 1 Эй, тӑванӑмсем! Этем чӗрӗ чухне кӑна саккун унпа пуҫ пулнине пӗлместӗр-им? Ҫакна эпӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп. 2 Тӗслӗхрен, качча кайнӑ хӗрарӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун упӑшки ҫумне ҫыхать. Упӑшки вилсессӗн вара хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. 3 Ҫавӑнпа та, упӑшки чӗрӗ чухнех хӗрарӑм урӑххине качча тухсан, ӑна мӑшӑрне улталакан теҫҫӗ. Анчах та упӑшки вилсессӗн хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. Тепӗр арҫынна качча кайсан та вӑл мӑшӑрне улталакан шутланмасть. 4 Эй, тӑванӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах: хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлернӗ Христос ӳчӗпе пӗрле саккуншӑн вилӗ шутланатӑр. Халӗ вара эсир Турра усӑ кӳмешкӗн вилӗмрен Чӗрӗлнин пулатӑр. 5 Ӗлӗк, ӳт-пӳшӗн пурӑннӑ чухне, пирӗнпе ҫылӑхлӑ кӑмӑл хуҫаланнӑ, пирӗн саккун хушманнине тӑвас килнӗ. Ҫапла вара, саккун ҫылӑх шутне кӗртнӗ шухӑш-туйӑм пире вилӗм патне илсе кайнӑ. 6 Анчах та халӗ, хамӑра ҫыхса тӑракан саккуншӑн вилӗ чухне, эпир саккун хушнисенчен ирӗклӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир саккунри кивӗ сас паллисем хыҫҫӑн кайса мар, ҫӗнелнӗ чун хавалӗпе Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнатпӑр. Ӑшри ҫылӑх 7 Мӗн калар-ха эппин? Саккун хӑй ҫылӑхлӑ-шим? Паллах, апла мар. Анчах та эпӗ саккуна пӗлмен пулсассӑн ҫылӑх мӗнне те пӗлмен пулӑттӑм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсан, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм. 8 Анчах та ҫылӑх, пил-хушупа сӑлтавласах, манра юраманнине тӑвас кӑмӑл ҫуратрӗ. Саккун пулмасан ҫылӑх та вилӗ пулӗччӗ. 9 Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ, 10 эпӗ вара вилтӗм. Ӗнтӗ чӗрӗлӗхшӗн панӑ пил-хушу мана вилӗмлӗхе пулчӗ. 11 Мӗншӗн тесен ҫылӑх, пил-хушупа сӑлтавласах, мана илӗртсе улталарӗ, мана пил-хушу пулӑшнипех вӗлерчӗ. 12 Ҫапла ӗнтӗ саккун таса, пил-хушусем те таса, тӳрӗлӗхлӗ, ырӑ. 13 Ырри мана вилӗм кӳчӗ пулать-шим вара? Паллах, апла мар. Ҫылӑх ҫавӑнпа та ҫылӑх ӗнтӗ, вӑл ыррипе усӑ курсах мана вилӗм патне илсе пырать. Ҫапла вара, пил-хушусене пула ҫылӑх виҫесӗр япӑххи курӑнать. 14 Эпир пӗлетпӗр: саккун – чун-чӗм валли, эпӗ вара, ӳт-пӳллӗскер, ҫылӑх чури. 15 Мӗншӗн тесен хам мӗн тунине хам та пӗлместӗп: мӗн тӑвас тенине мар, килӗштерменнине тӑватӑп. 16 Енчен те эпӗ хам тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин саккун ырӑ пулнине йышӑнатӑп. 17 Чӑннипе вара, усаллине эпӗ тумастӑп, ӑна ӑшри ҫылӑх тутарать. 18 Ман ӑшӑмра, ман ӳт-пӗвӗмре ырри пурӑнманнине эпӗ пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен манра ырӑ тӑвас килни пур, анчах та эпӗ ырӑ тӑваймастӑп. 19 Хам тӑвас тенӗ ыррине тӑваймастӑп, хам тӑвас темен усаллине вара тӑватӑп. 20 Енчен те хам тӑвас теменнине тӑватӑп пулсан, эппин ӑна эпӗ мар, ӑшӑмри ҫылӑх тӑвать. 21 Эпӗ хам ӑшӑмра ҫакӑн пек йӗрке пуррине асӑрхарӑм: ырӑ тӑвас тенӗ чухне усал сиксе тухать. 22 Чунӑмпа эпӗ Турӑ йӗркине хапӑлласа йышӑнатӑп, 23 анчах та ӳт-пӗвӗмре урӑх йӗрке пуррине куратӑп. Ӳт-пӳ йӗрки вара ӑс-хакӑл йӗркипе хирӗҫӗве кӗрет, ҫав ӳт-пӳ йӗрки мана ҫылӑх тыткӑнне илет, ӳт-пӗвӗм ӑнах пӑхӑнса тӑрать. 24 Мӗскӗн те иккен эпӗ! Ҫак вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗмрен мана кам хӑтарӗ? 25 Турӑ хӑтарать! Иисус Христос урлӑ, хамӑр Хуҫамӑр урлӑ, эпӗ Турра тав тӑватӑп. Ҫапла вара, эпӗ, пӗр ҫынах, ӑс-хакӑлӑмпа Турӑ йӗркине пӑхӑнатӑп, ӳт-пӗвӗмпе – ҫылӑх йӗркине. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia