Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Римсем патне 6 - Синодальный НЗ


6-мӗш сыпӑк Ҫылӑхшӑн эпир – вилӗ

1 Мӗн калар-ха эппин? Ырӑлӑх нумайлантӑр тесен пирӗн ӗлӗкхиллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Апла мар, паллах.

2 Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?

3 Ҫакна та пӗлейместӗр-и? Эпир пурте Христоспа пӗр пулас тесе тӗне кӗнӗ, эппин Унпа пӗрлех хӗрес ҫинче пӑталаннӑ.

4 Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ.

5 Эпир Унпа вилӗмӗнче пӗр пултӑмӑр пулсан, Унӑн чӗрӗлӗвӗнче те пӗр пулӑпӑр.

6 Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр.

7 Мӗншӗн тесен вилни ҫылӑха кӗресрен хӑтӑлнӑ ӗнтӗ.

8 Енчен те эпир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрле чӗрӗлӗхлӗ пуласса та ӗненетпӗр.

9 Эпир пӗлетпӗр: вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Христос урӑх вилмест. Вилӗм Унпа текех пуҫ пулаймасть.

10 Вилессе Вӑл, ҫылӑх тыткӑнне пӗтерсе, пӗрре вилнӗ. Пурӑнасса вара Турӑшӑн пурӑнать.

11 Эсир те ҫаплах, Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗр пулса, хӑвӑра ҫылӑхшӑн – вилӗ, Турӑшӑн – чӗрӗ тесе шутлӑр.

12 Ҫылӑхлӑ кӑмӑл чури пулас мар тесен, ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр.

13 Сирӗн ӳт-пӗвӗрӗн нихӑш пайӗ те ҫылӑх аллинчи йӗркесӗрлӗх хатӗрӗ ан пултӑр. Ун вырӑнне, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек пулса, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗн пур пайӗ те вара тӳрӗлӗх хатӗрӗ пултӑр.

14 Ҫылӑх сирӗнпе тек нихҫан та хуҫаланма ан пултартӑр, мӗншӗн тесен эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче.


Тӳрӗлӗх чурисем

15 Мӗн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче тесе, ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Паллах, апла мар.

16 Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр.

17 Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр.

18 Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пулса тӑтӑр.

19 Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр.

20 Мӗншӗн тесен эсир ҫылӑх чурисем пулнӑ чухне сирте тӳрӗлӗх пулман.

21 Ун чухнехи ӗҫӗрсем мӗн пачӗҫ-ха сире? Халӗ вӗсенчен хӑвӑр та вӑтанатӑр ӗнтӗ. Вӗсем вилӗмпе кӑна вӗҫленеҫҫӗ.

22 Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр.

23 Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара – Турӑ парни.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ