Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Римсем патне 4 - Синодальный НЗ


4-мӗш сыпӑк Авраам тӗслӗхӗ

1 Хамӑр мӑн асаттемӗр Авраам ҫинчен мӗн калама пулать? Хӑй тӑрӑшнипе вӑл мӗнле тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ-ха?

2 Енчен те Авраам ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, вӑл Турӑ умӗнче мар, ҫынсем умӗнче мухтава тивӗҫ.

3 Ҫырнинче мӗн каланӑ-ха? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ».

4 Ӗҫлекене тӳлени вӑл хӗрхенсе пани мар, тивӗҫлине тавӑрса пани.

5 Турӑ Хӑйне хисеплеменнисене те тӳрре кӑларма пултарать. Енчен те ҫын хӑйӗн ӗҫне мар, Турра шанать пулсан, Турӑ унӑн ӗненӗвне тӳрӗлӗх шутне кӗртет.

6 Ӗҫне шута илмесӗрех Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна Давид та телейлӗ тенӗ.

7 «Йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ ҫын, ҫылӑхӗсене тасаттарнӑ ҫын телейлӗ.

8 Ҫылӑхне Хуҫа Турӑ шута илмен ҫын телейлӗ».

9 Ҫак телее кам илейӗ? Ӳт кастарни е ӳт кастарманни? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ», – тетпӗр эпир.

10 Авраам хӑҫан тӳрре тухнӑ? Ӳт кастариччен е ӳт кастарнӑ хыҫҫӑн? Ӳт кастарнӑ хыҫҫӑн мар, ӳт кастаричченех.

11 Ӳт кастарнин паллине те вӑл ӗненӳ урлӑ илнӗ тӳрӗлӗх палли пек илнӗ. Вӑл ӳт кастарман чухнех Турра ӗненнӗ. Ҫапла вара Авраам, ытти халӑхсем те тӳрре тухма пултарччӑр тесе, ӳт кастарман мӗн пур ӗненекенсен ашшӗ пулса тӑнӑ.

12 Ӳт кастарнисем те ҫав ӗненӳ ҫулӗпех пыраҫҫӗ пулсан – Авраам вӗсен ашшӗ те пулса тӑрать. Пирӗн аттемӗр Авраам та ӳт кастаричченех ӗненнӗ.


Сӑмах парса шантарни ӗненӳ урлӑ пурнӑҫланать

13 Авраама тата унӑн йӑхне тӗнче еткерҫисем пулмашкӑн саккун урлӑ мар, ӗненсе тӳрре тухнӑшӑн сӑмах парса шантарнӑ.

14 Саккуна пӑхӑннипех еткер илме май пур пулсан, эппин ӗненӳ усӑсӑр, Турӑ Авраама сӑмах пани пустуй пулса тухать.

15 Саккун вара Турӑ тавӑрӑвне илсе килет: саккун ҫук пулсан, ӑна пӑсасси те ҫук.

16 Ҫапла ӗнтӗ, Хӑй шантарнине пурте илме пултарччӑр тесе, ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ ӑна ӗненӳшӗн пама пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ шантарни Авраам йӑхӗнчисемшӗн пуриншӗн те: саккуна тытса пыракансемшӗн кӑна мар, Авраам ӗненӗвне йышӑнакансемшӗн те. Авраам вара пирӗншӗн пуриншӗн те аттемӗр.

17 «Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ туса хутӑм», – тенӗ Ҫырнинче. Авраам Турра ӗненнӗ, вӑл пирӗншӗн Турӑ умӗнчи аттемӗр пулса тӑнӑ. Турӑ вара вилнисене чӗртсе тӑратать, Унӑн ирӗкӗпе ӗнтӗ пулманни пур пулать.

18 Нимӗнле шанчӑк та ҫук ҫинчех Авраам Турра шанса ӗненнӗ, ҫавӑнпа та вӑл нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ. «Санӑн йӑху ҫав тери йышлӑ пулӗ», – тесе каланӑ-ҫке-ха Турӑ ӑна.

19 Манӑн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳт-кӗлеткем типнӗ ӗнтӗ, Саррӑн та варӗ типнӗ ӗнтӗ тесе шухӑшламан вӑл. Ҫав шухӑшпа ӗненӗвне хавшатман.

20 Авраам Турӑ шантарни пирки иккӗленмен, ӗненмесӗр тӑман, Турра мухтаса ҫирӗп ӗненнӗ.

21 Турӑ хӑватлӑ, сӑмах панине пурнӑҫлӗ тесе шанса тӑнӑ.

22 Ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ.

23 Тепӗр тесен, Ҫырнинче „тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ“ тени пӗр Авраам пирки кӑна мар,

24 пирӗн пирки те. Эпир Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненетпӗр, ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртӗҫ.

25 Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ, пире Турӑ умӗнче тӳрре кӑлармашкӑн чӗрӗлсе тӑнӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ