Римсем патне 3 - Синодальный НЗ3-мӗш сыпӑк 1 Эппин иудейсем ытти халӑхсенчен мӗнпе чаплӑрах-ха, ӳт кастарнинчен мӗн усси пур? 2 Иудейсем пур енӗпе те ытти халӑхсенчен маларах. Уйрӑммӑнах ҫакӑ вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панинчен курӑнать. 3 Енчен те вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турӑшӑн шанчӑксӑр пулсан? Нивушлӗ вӗсен шанчӑксӑрлӑхӗ Туррӑн шанчӑклӑхне пӑрахӑҫлать? 4 Ҫук. Пӑрахӑҫламасть. Турӑ чӑн, кирек епле этем те вара ултавлӑ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑннине калатӑн, ҫавӑнпа Хӑвна айӑплакансене Эсӗ ҫӗнтерӗн». 5 Этемле шухӑшласа калатӑп: пирӗн йӗркесӗрлӗх Туррӑн тӳрӗлӗхне уҫҫӑнрах кӑтартса парать пулсан, Турӑ пире айӑпласа тӗрӗс мар тӑвать теме пултаратпӑр-и эпир? 6 Паллах, ҫук! Енчен те Турӑ пире те айӑплама пултараймасан, тӗнчене Вӑл епле суд тума пултарӗ? 7 Эсӗ ҫапла хирӗҫлесе калама пултаратӑн: «Манӑн суялӑх Туррӑн чӑнлӑхне палӑртса Ӑна мухтавлӑрах тӑвать пулсан, эппин мӗншӗн мана ҫылӑхлӑ ҫынна айӑпланӑ пек айӑпламалла? 8 Тен, ырри пултӑр тесен, усал тумалла?» Хӑш-пӗр элекҫӗсем пире шӑпах ҫапла вӗрентетӗр теҫҫӗ, усал сӑмах сараҫҫӗ. Вӗсене тӗрӗс суд пултӑрах. Турӑ умӗнче пурте айӑплӑ 9 Ҫапла вара, эпир, иудейсем, ытти халӑхсенчен маларах-и? Ҫук. Мӗншӗн тесен иудейсем те, ытти халӑхсем те ҫылӑхлӑ терӗмӗр ӗнтӗ. 10 Ҫырнинче каланӑ пек: «Тӳрӗ пурӑнакан пӗри те ҫук. 11 Турра ӑнланас текен, ӑнтӑлса шырас текен пӗри те ҫук. 12 Пурте тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ, пурте юрӑхсӑр; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗрре те ҫук». 13 «Вӗсен карланки – уҫӑ тупӑк; чӗлхи – ултавлӑ, тути-ҫӑварӗнче – ҫӗлен наркӑмӑшӗ». 14 «Ҫӑварӗ вӗсен усаллӑхпа тата вӗчӗхӳпе тулнӑ». 15 «Урисем вӗсен юн юхтармашкӑн васкаҫҫӗ; 16 вӗсем иртекен ҫул ҫинче – арканчӑкпа инкек-синкек; 17 канӑҫлӑх ҫулне вӗсем пӗлмеҫҫӗ». 18 «Вӗсен куҫӗнче Турӑран хӑрани ҫук». 19 Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр. 20 Саккуна пурнӑҫланипе кӑна пӗр ҫын та Унӑн умӗнче тӳрре тухаймӗ. Мӗншӗн тесен саккун урлӑ ҫылӑх мӗнне пӗлесси ҫеҫ килет. Ӗненӳ урлӑ килекен тӳрӗлӗх 21 Халӗ вара саккунран килмен Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлчӗ. Ун ҫинчен саккун та, пророксем те пӗлтернӗ. 22 Иисус Христоса ӗненни урлӑ килекен Турӑ тӳрӗлӗхне мӗн пур ӗненекен илме пултарать, мӗншӗн тесен пур ҫын та пӗр, 23 пурте ҫылӑха кӗнӗ, Турӑ мухтавне пӗри те тивӗҫлӗ мар. 24 Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ. 25-26 Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ. 27 Пирӗн мӗнпе мухтанмалла-ха? Мухтанмалли нимӗн те ҫук. Мӗнле саккунпа мухтанмалла? Саккун хушнине туса-и? Паллах, ҫук. Саккун хушнине тунипе мар, ӗненӳпе кӑна мухтанма пулать. 28 Мӗншӗн тесен этем саккуна пӑхӑннипе мар, ӗненӳпе тӳрре тухасса эпир ҫирӗп шанатпӑр. 29 Турӑ Вӑл иудейсен Турри кӑна-и? Е урӑх халӑхсен Турри те? Паллах, урӑх халӑхсен те. 30 Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре. Вӑл ӳт кастарнӑшӑн е кастарманшӑн мар, ӗненнӗшӗн тӳрре кӑларать. 31 Капла эпир саккуна ӗненӳпе пӑрахӑҫламастпӑр-и? Паллах, ҫук. Эпир саккуна ӗненӳпе ҫирӗплететпӗр. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia