Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Римсем патне 16 - Синодальный НЗ


16-мӗш сыпӑк Ятран салам яни

1 Эпӗ сире Кенхрен чиркӗвӗнчи ӗненекен тӑванӑмӑрпа, Фива ятлӑ диакониссӑпа, паллаштарасшӑн.

2 Эсир ҫав хӗрарӑма Хуҫа Турӑ ячӗпе, ӗненекенсене тивӗҫлӗ пек, хапӑл тусамӑр. Хӑвӑр патӑрта ӑна мӗн кирлипе пулӑшсамӑр. Вӑл хӑй те нумайӑшне, ҫав шутрах мана та, пулӑшнӑ.

3 Иисус Христос ӗҫӗнчи юлташӑмсене Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр.

4 Вӗсем ман чунӑмшӑн пуҫӗсене хума та хатӗр пулчӗҫ. Вӗсене пӗр эпӗ кӑна мар, Христоса ӗненекен ытти халӑх ҫыннисен чиркӗвӗсем те пурте тав тӑваҫҫӗ. Вӗсен килти чиркӗвне пухӑнакансене те манран салам калӑр.

5 Хаклӑ Епенет тусӑма, Ахаияра Христоса ӗненме пуҫлакансенчен пӗри пулнӑскерне, манран салам калӑр.

6 Хамӑршӑн вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ Мариама та салам яратӑп.

7 Тӑван халӑхӑм ҫыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вӗсем манпа пӗрле тӗрмере ларнӑччӗ, апостолсем хушшинче те вӗсем паллӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Христоса ӗненме те вӗсем манран маларах пуҫланӑччӗ.

8 Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ савнӑ Амплие салам калӑр.

9 Хамӑрпа пӗрле Христосшӑн тӑрӑшакан Урбана тата хаклӑ Стахияна та салам.

10 Ӗненӳре тӗрӗсленнӗ Апеллеса, чӑн-чӑн Христос ҫыннине, салам калӑр. Аристовулӑн ӗненӳри шанчӑклӑ кил-йышне те салам ҫитерӗр.

11 Тӑван халӑхӑм ҫыннине Иродиона та манран салам. Наркисс кил-йышӗнчисене те, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлисене, салам калӑр.

12 Хуҫамӑршӑн вӑй хуракан хӗрарӑмсене, Трифенпа Трифоса, манран салам. Хуҫамӑршӑн нумай тӑрӑшнӑ хаклӑ Персидӑна та манран салам ҫитерӗр.

13 Хуҫамӑра ӗненнипе палӑрнӑ Руфа тата унӑн амӑшне салам калӑр. Эпӗ хам та ӑна аннем вырӑннех хуратӑп.

14 Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑнакан ытти ӗненекенсене те манран салам.

15 Юлияпа Филолога, Нирейпа аппӑшне, Олимпана тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑнакан мӗн пур ӗненекенсене салам калӑр.

16 Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса ырӑ сунӑр. Христос чиркӗвӗсем те пурте сире салам яраҫҫӗ.

17 Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.

18 Вӗсем Иисус Христос Хуҫамӑршӑн мар, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; япшар чӗлхисемпе йӑпӑлтатса, ырӑ пулса, айваннисене улталаҫҫӗ.

19 Эсир ӗненӗве чунпа парӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ те сирӗншӗн савӑнатӑп. Ҫапах та ман сире ҫакна калассӑм пур: ырӑ тума ӑста пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр.

20 Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь.

21 Ӗҫри юлташӑм Тимофей тата тӑван халӑхӑм ҫыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраҫҫӗ.

22 Эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫырма пулӑшакан Тертий, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗскер, сире салам яратӑп.

23 Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ.

24 Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ