Римсем патне 12 - Синодальный НЗ12-мӗш сыпӑк Христоспа пӗрлӗхлӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ 1 Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать. 2 Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр. 3 Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр. 4 Этемӗн пӗр ӳт-пӳ; ӳт-пӳ пайӗсем нумай, кашни пайӗ хӑйӗн ӗҫне тӑвать. 5 Эпир те ҫавнашкалах: Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса пурте пӗр ӳт-пӳ шутланатпӑр, уйрӑмшарӑн вара пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем пулатпӑр. 6 Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр. 7 Кама Турӑ ячӗпе ҫынсемшӗн тӑрӑшма панӑ – тӑрӑштӑр, Турӑ сӑмахне вӗрентекен пулсан – вӗренттӗр, 8 ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр. 9 Юратанҫи пулса мар, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратӑр. Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр. 10 Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр. 11 Яланах тӑрӑшуллӑ пулӑр, чун-чӗрӗре ҫунтарӑр, Хуҫамӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр. 12 Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр. 13 Ӗненекен тӑванӑрсене кирлӗ чухне пулӑшӑр, ютран килнисене хапӑл тӑвӑр. 14 Хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ан ылханӑр, ырӑ сунӑр. 15 Савӑнаканпа пӗрле савӑнӑр, йӗрекенпе пӗрле йӗрӗр. 16 Хӑвӑр хушшӑрта пӗр шухӑшлӑ пулӑр, пуҫ каҫӑртса ҫӳрес вырӑнне йӑвашшисем пек пулма тӑрӑшӑр, хӑвӑра мӑнна ан хурӑр. 17 Усала хирӗҫ усалпа никама та ан тавӑрӑр, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ – ҫавна тӑвӑр. 18 Май пур пулсан пуринпе те ҫураҫуллӑн пурӑнӑр. 19 Тусӑмсем! Усал тунишӗн ан тавӑрӑр, Турӑ ҫилли ҫитессе шанӑр. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Тавӑру ирӗкӗ Манра, тавӑраканӗ Эпӗ пулӑп“, – тет Хуҫа Турӑ». 20 Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӑшману выҫӑ пулсан, ӑна ҫитер; ӑшӗ хыпнӑ пулсан, ӗҫтер. Ҫапла тунипе вӑл намӑсне ниҫта чикме пӗлмӗ. 21 Усала ан парӑн, усала ырӑпа ҫӗнтер. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia