Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Римсем патне 11 - Синодальный НЗ


11-мӗш сыпӑк Израилӗн ҫӑлӑнса юлас ҫыннисем

1 Тата ҫакна ыйтам-ха: «Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и вара?» Паллах, апла мар. Эпӗ хам та Авраам йӑхӗнчи, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни.

2 Турӑ Хӑй тӗнчене пултаричченех пӗлсе тӑнӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахман. Илия, Израиль халӑхне ӳпкелесе, Турра епле тархаслани ҫинчен Ҫырнинче мӗн каланине пӗлместӗр-им эсир?

3 «Турӑҫӑм! Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене аркатрӗҫ, пӗр эпӗ кӑна тӑрса юлтӑм, манӑн чунӑма та шыраҫҫӗ», – тенӗ Илия.

4 Турӑ ӑна мӗн тесе хуравлать-ха? «Ваала пуҫҫапма килӗшмен ҫичӗ пин ҫынна Эпӗ Хам валли тасан упраса хӑвартӑм», – тет Вӑл.

5 Хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах: Турӑ ырӑлӑхне пула, Турӑ суйласа илнине пула Израилӗн ҫӑлӑнса юлас ҫыннисем кӑна упранса юлнӑ.

6 Турӑ ырӑлӑхӗпе пулсассӑн, эппин, вӗсем ӗҫӗсене кура упранса юлман, унсӑрӑн Турӑ ырӑлӑхӗ ырӑлӑх та пулмӗччӗ. Ӗҫӗсене кура пулсан, ҫакӑ ырӑлӑх пулмӗччӗ, унсӑрӑн ӗҫ те ӗҫ мар.

7 Мӗн темелле-ха? Пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑй илме ӗмӗтленнине илеймерӗ, ӑна Турӑ суйланисем кӑна илме пултарчӗҫ. Ҫавна пула ыттисен чунӗсем хытнӑ.

8 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ. Вӗсем паян кунчченех курми куҫлӑ, илтми хӑлхаллӑ».

9 Давид та ҫапла калать: «Вӗсен ӗҫки-ҫики вӗсемшӗн таната пултӑр, тавӑру мӑйкӑчи пултӑр.

10 Вӗсен куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, ҫылӑх кукӑртса лартнипе вӗсем нихӑҫан та тӳрленсе ан тӑрайччӑр».


Ытти халӑхсем ҫӑлӑнасси ҫинчен

11 Тата ҫакна ыйтам-ха: Израиль халӑхӗ тӑрайми ӳкмеллех такӑннӑ-шим? Паллах, апла мар. Иудейсем ӳкни урӑх халӑх ҫыннисене ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ҫакӑ вара иудейсене кӗвӗҫтерет, тӑрӑшма хистет.

12 Вӗсем ӳкни те тӗнчешӗн ырӑ пулсан, вӗсем ҫухатни те урӑх халӑхсене Турӑллӑ тӑвать пулсан, иудейсем Турӑ патне тавӑрӑнни мӗнле тулли ырӑлӑх пулӗччӗ!

13 Эй, ытти халӑх ҫыннисем! Халӗ вара сире калатӑп. Эпӗ ытти халӑхсен апостолӗ пулнӑ май хама пӳрнӗ ӗҫпе мухтанатӑп.

14 Ҫав хушӑрах тата сирӗн ӗненӗвӗре курнипе тӑван халӑхӑм ҫыннисем тӑрӑшма пуҫлаччӑр тетӗп. Тен, ҫапла майпа вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫӑлса хӑварайӑп?

15 Вӗсем Турӑран пӑрӑнни пӗтӗм тӗнчене Турӑпа ҫураҫтарчӗ пулсан, вӗсем Турӑ патне тавӑрӑнсан мӗн пулӗ? Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑниех пулать.

16 Кӑвас тӗпӗ таса пулсан, чусти те таса. Тымарӗсем таса пулсан, турачӗсем те таса.

17 Енчен те хӑш-пӗр хуҫӑлнӑ туратсем вырӑнне сана та, вӑрман оливӗн турачӗ, сыпнӑ пулсан, сад оливӗн тымарӗ-сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан,

18 ытти туратсем умӗнче пуҫна ан каҫӑрт. Пуҫна каҫӑртсан ҫакна асту: тымарсене эсӗ чӗрӗлӗх памастӑн, вӗсем сана чӗрӗлӗх параҫҫӗ.

19 «Туратсене мана сыпмашкӑн хуҫнӑ», – тейӗн эсӗ.

20 Юрӗ. Вӗсене ӗненмен пирки хуҫнӑ, эсӗ вара вӗсен вырӑнӗнче ӗненӗве пула тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа пуҫна ан каҫӑрт, хӑра.

21 Енчен те Турӑ йывӑҫӑн чӑн турачӗсене хӗрхенмен пулсан, сана хӗрхенӗ тетӗн-и?

22 Ҫапла вара Турӑ ырӑ та, ҫирӗп те пулнине хӑвах куратӑн. Хуҫӑлса ӳкнисемшӗн Вӑл ҫирӗп. Унӑн ырӑлӑхне шанатӑн пулсан, саншӑн Вӑл ырӑ. Шанмастӑн пулсан, сана та касса пӑрахӗҫ.

23 Ӗненсе пурӑнсан, хуҫӑлса ӳкнисем те сад оливӗ ҫумне сыпӑнма пултарӗҫ, мӗншӗн тесен Туррӑн вӗсене каялла сыпмашкӑн хӑват пур.

24 Мӗншӗн тесен эсӗ, вӑрман оливӗнчен каснӑ турат, ҫут ҫанталӑк йӗркине пӑхмасӑрах сад оливӗ ҫумне сыпӑннӑ пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен йывӑҫҫи ҫумне ҫӑмӑллӑнах сыпӑнӗҫ.


Израиль ҫӗнелесси

25 Эй, тӑвансем! Хӑвӑр пирки мӑнна хурса шухӑшласран эпӗ сире ҫак вӑрттӑнлӑха уҫса парасшӑн. Израиль халӑхӗ кутӑнлашса пурӑнасси яланлӑха мар, вӑхӑтлӑха кӑна. Чӑн Турра пӗлекен пулнӑ ытти халӑхсен шучӗ кирлӗ виҫене ҫитиччен ҫеҫ ҫапла пулӗ.

26 Ун чухне пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӑҫ тупӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Иаков йӑхӗнчисен йӗркесӗрлӗхне пӗтерме Сионран Хӑтаракан килмелле.

27 Эпӗ вӗсене ҫылӑхран хӑтарӑп, ҫакӑ халал пани пулӗ».

28 Эсир Ырӑ Хыпара йышӑннӑран иудейсем ӑна йышӑнмаҫҫӗ, Турра хирӗҫ каяҫҫӗ. Анчах та Турӑ вӗсене суйласа илнӗ, мӑн аслашшӗсене пула юратать.

29 Мӗншӗн тесен Турӑ панине тата чӗнсе илнине туртса илме ҫук.

30 Ӗлӗкрех эсир те Турра итлеместӗрччӗ. Халӗ вара иудейсем итлемен пирки Турӑ сире каҫарнӑ.

31 Сире каҫарнӑран иудейсем халӗ Турра итлемеҫҫӗ те ӗнтӗ. Турӑ вӗсене те каҫарӗ.

32 Турӑ, пурне те каҫарас тесе, пурне те итлеменлӗх витӗр кӑларать.

33 Турӑ ырӑлӑхӗн, ӑслӑлӑхӗн, пӗлӗвӗн виҫи ҫук! Турӑ шухӑшне пӗлме ҫук, Унӑн ҫулне йӗрлесе тупма ҫук!

34 Хуҫа Турӑ ӑс-хакӑлне пӗлекенӗ пур-и? Ӑна канаш пама пултараканӗ пур-и?

35 Кам та пулин Турра тавӑрса памалла кивҫен пани пур-и?

36 Мӗншӗн тесен пурне те Вӑл пултарнӑ, пурте Ун урлӑ тата Уншӑн пурӑнать. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ