Римсем патне 10 - Синодальный НЗ10-мӗш сыпӑк 1 Эй, тӑванӑмсем! Эпӗ пӗтӗм чӗререн Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп. 2 Эсир Турӑшӑн тӑрӑшатӑр, анчах та ҫакна шухӑшласа тумастӑр тесе эпӗ Израиль ҫыннисене ҫирӗплетсех калатӑп. 3 Турӑ ҫеҫ тӳрре кӑларасса ӑнланман пирки вӗсем хӑйсем тӳрре тухасшӑн, Туррӑн тӳрре кӑларас шухӑшне итлесшӗн мар. 4 Мӗншӗн тесен саккун Христоспа вӗҫленет: Турӑ кашни ӗненекенех тӳрре кӑларать. Ҫӑлӑнасси ҫинчен 5 Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «Саккун хушнисене пӗтӗмпех пурнӑҫлакан ҫын чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». 6 Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен вара Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӑшӑрта: „Тӳпене ҫӗкленме кам пултарӗ?“ – тесе ан ыйтӑр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана ҫӗр ҫине антарма“ тениех пулать. 7 Е тата: «„Тӗпсӗрлӗхе анма кам пултарӗ?“ – ан тейӗр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана вилӗмрен чӗртсе тӑратмашкӑн“ тениех пулать. 8 Ҫырнинче вара: «Турӑ сӑмахӗ санӑн ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунта, санӑн чӗрӳнте», – тенӗ. Ҫак сӑмах – эпир вӗрентекен ӗненӳ сӑмахӗ. 9 Енчен те эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа Иисуса Хуҫамӑр тесе йышӑнатӑн пулсан, чӗрӳпе Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине ӗненетӗн пулсан – ҫӑлӑнӑн. 10 Мӗншӗн тесен тӳрре тухмашкӑн – чӗререн ӗненмелле, ҫӑлӑнмашкӑн – ӗненӳ ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа уҫҫӑн каламалла. 11 «Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ», – тенӗ Ҫырнинче. 12 Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ. 13 «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнать», – тесе те каланӑ-ҫке. 14 Анчах та ху ӗненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ӗненес? Ӳкӗтлесе вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтеес? 15 Вӗсене ӳкӗтлесе вӗрентме никама та яман пулсан, вӗсене кам ӳкӗтлӗ? Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекенсен, ырри ҫинчен пӗлтерекенсен урисем епле чаплӑ!» 16 Анчах та Ырӑ Хыпара пуртех йышӑнмарӗҫ. Исаия пророк каланӑ пек: «Турӑҫӑм! Эпир каласа пӗлтернине камах ӗненчӗ?» 17 Ҫапла вара, ӗненес тесен, малтан Турӑ сӑмахне илтес пулать. 18 «Турӑ сӑмахне вӗсем илтмен-им?» – тесе ыйтатӑп эпӗ. Паллах, илтнӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Вӗсен, вӗрентекенсен, сасси пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ». 19 «Ҫакна Израиль халӑхӗ пӗлмен-им?» – тесе ыйтатӑп татах. Ку ыйтӑва Моисеях Турӑ сӑмахӗсемпе хуравланӑ: «Халӑх тесех те калама ҫук халӑх урлӑ Эпӗ сирӗнте кӗвӗҫӳ ҫуратӑп, ҫав айван халӑх урлах Эпӗ сирӗнте вӗчӗхӳ ҫуратӑп». 20 «Мана Хама шыраманнисем тупрӗҫ; Мана Хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ», – тенӗ Исаия пророк урлӑ Турӑ тӳррӗнех. 21 Израиль халӑхӗ пирки вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Аллӑмсене ҫав итлемен, кутӑн халӑх енне тӑсса, Эпӗ яра куна кӑлӑхах кӗтрӗм». |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia