Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Матфей 25 - Синодальный НЗ


25-мӗш сыпӑк Вунӑ хӗр ҫинчен каланӑ ытарлӑх

1 «Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ вунӑ хӗр евӗрлӗ пулӗ.

2 Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ пулнӑ, пиллӗкӗшӗ – айван.

3 Айваннисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ, анчах ҫунтармалли ҫуне илмен.

4 Ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсене те, ҫунтармалли ҫу кӑкшӑмӗсене те илнӗ.

5 Кӗрӳ каччӑ час пырайманран хӗрсем ыйхӑласа ҫывӑрсах кайнӑ.

6 Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ килет, хирӗҫ тухӑр!“

7 Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене йӗркене кӗртнӗ.

8 „Пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ, пире ҫу парӑр-ха“, – тенӗ айваннисем ӑслисене.

9 Анчах та ӑслисем ҫапла тавӑрса каланӑ: „Парсассӑн ҫӑвӗ сире те, хамӑра та ҫитеймӗ. Ҫу сутакан патне кайӑр та хӑвӑр валли туянӑр“.

10 Вӗсем ҫу туянма кайсан кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ. Вара хатӗр тӑракан пилӗк хӗр унпа пӗрле туй пулас пӳрте кӗнӗ, унтан тарҫӑсем алӑка хупса хунӑ.

11 Тепӗртакран ҫу патне кайнӑ хӗрсем тавӑрӑннӑ та: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Уҫса кӗртсемччӗ пире!“ – тенӗ.

12 Анчах та каччӑ вӗсене ҫапла хуравланӑ: „Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“.

13 Ҫапла вара, – тенӗ ытарлӑха вӗҫлесе Иисус, – сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр».


Талант ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Лк. 19:11-27 )

14 «Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулса иртӗ. Пӗр ҫын ют ҫӗр-шыва тухса каяс умӗн чурисене чӗнсе илнӗ те вӗсене хӑйӗн пурлӑхне пӑхса тӑма шанса хӑварнӑ.

15 Кашнин пултарулӑхне кура хайхи хуҫа пӗр тарҫине пилӗк талант кӗмӗл укҫа, теприне икӗ талант, тата теприне пӗр талант уйӑрса панӑ, хӑй часах ҫула тухса кайнӑ.

16 Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.

17 Ҫавнашкалах, икӗ талант илни те тата икӗ талант тунӑ.

18 Пӗр талант илни вара кайнӑ та хуҫи панӑ кӗмӗл укҫана ҫӗре чавса пытарнӑ.

19 Чылай вӑхӑт иртсен хуҫи тавӑрӑннӑ та чурасем укҫапа мӗн тунине тӗрӗсле пуҫланӑ.

20 Пилӗк талант илни тата тепӗр пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана пилӗк талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата пилӗк талант тупӑш турӑм“.

21 „Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“.

22 Икӗ талант илни те пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата икӗ талант тупӑш турӑм“.

23 „Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна та хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑнах ӗнтӗ“.

24 Унтан пӗр талант илни ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫам, эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акмасӑрах вырса илетӗн, сапмасӑрах пухса илетӗн.

25 Ҫавӑнпа та санран хӑранипе эсӗ панӑ таланта ҫӗре чавса пытартӑм, акӑ санӑн укҫу“.

26 „Эх, усал та кахал чура! – тавӑрнӑ ӑна хуҫи. – Эпӗ акмасӑрах вырнине, сапмасӑрх пухса илнине эсӗ пӗлнӗ.

27 Эппин ман укҫама усламҫӑсене памаллаччӗ, тавӑрӑнсан вара эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм.

28 Ӗнтӗ унран пӗр талантлӑх укҫине илӗр те вунӑ талантлӑ чурама парӑр.

29 Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ. Камӑн ҫук, мӗн пуррине те туртса илӗҫ.

30 Юрӑхсӑр чурана тулашри тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр, унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус хыттӑн.


Пулас Суд

31 «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ.

32 Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ. Вӑл вӗсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, уйӑрӗ.

33 Сурӑхӗсене Вӑл Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне вырнаҫтарӗ.

34 Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр.

35 Мӗншӗн тесен Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр, ӑш хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр, ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнтӑр.

36 Тумтир кирлӗ чухне Мана тумлантартӑр, чирлӗ чухне Мана пӑхрӑр, тӗрмере ларнӑ чухне те Ман патӑма пырсах тӑтӑр“.

37 Вара сӑваплисем Ӑна ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр, ҫиессӳ килнине курса хӑҫан эпир Сана ҫитертӗмӗр? Е ӗҫессӳ килнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр?

38 Эсӗ ҫул ҫӳренине курса хӑҫан хӑна пек йышӑнтӑмӑр? Тумтир ҫителӗксӗррине курса хӑҫан тумлантартӑмӑр?

39 Эсӗ чирлине, тӗрмерине курса хӑҫан Саншӑн тӑрӑшрӑмӑр?“

40 „Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.

41 Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!

42 Мӗншӗн тесен ҫиессӗм килсен эсир Мана ҫитермерӗр, ӗҫессӗм килсен Мана ӗҫтермерӗр.

43 Ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӑна пек йышӑнмарӑр, тумтир кирлӗ чухне тумлантармарӑр. Эпӗ чирлӗ чухне, тӗрмере чухне Маншӑн тӑрӑшмарӑр“.

44 Вара вӗсем те ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр! Санӑн ӗҫессӳ, ҫиессӳ килнине е ҫул ҫӳренине, е тумтирсӗррине, е чирлине, е тӗрмерине эпир хӑҫан куртӑмӑр, хӑҫан Сана пулӑшмарӑмӑр?“

45 „Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“.

46 Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ