Матфей 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Ӑсчахсем пуҫҫапма пыни 1 Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ: 2 «Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр». 3 Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ. 4 Вара Ирод аслӑ священниксене, халӑха Моисей саккунне вӗрентекенсене пурне те пухнӑ та: «Христосӑн ӑҫта ҫуралмалла?» – тесе тӗпчесе ыйтнӑ. 5 «Иудейӑри Вифлеем хулинче, – тенӗ ӑна вӗсем, – мӗншӗн тесен Турӑ пророка ҫапла ҫыртарнӑ: 6 „Эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнпе те кая мар: мӗншӗн тесен санӑн ҫыннусенчен Ҫулпуҫӗ тухӗ, Вӑл Манӑн халӑхӑн, Израиль халӑхӗн, Кӗтӳҫи пулӗ“». 7 Вара Ирод ӑсчахсене вӑрттӑн чӗнсе илтерсе вӗсенчен ҫав ҫӑлтӑр курӑннӑ тӗрӗс вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ. 8 «Кайӑр та пӗчӗк Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе ыйтса пӗлӗр. Ӑна тупсан вара мана килсе калӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна», – тенӗ Ирод вӗсене Вифлеем хулине кайма хушса. 9 Патша хушнине итлесе ӑсчахсем кайнӑ. Ҫул ҫинче каллех хайхи хӗвел тухӑҫӗнче асӑрханӑ ҫӑлтӑр курӑннӑ. Ҫав ҫӑлтӑр вӗсем умӗнче куҫса пынӑ-пынӑ та, пӗчӗк Ача тӗлне ҫитсен, тӑпах чарӑннӑ. 10 Ҫӑлтӑра курсан вӗсем питӗ савӑнса-хӗпӗртесе кайнӑ. 11 Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ. 12 Каярахпа Турӑ вӗсене тӗлӗк кӑтартса Ирод патне тавӑрӑнма юраманни ҫинчен пӗлтернӗ. Вара ӑсчахсем хӑйсен ҫӗрне урӑх ҫулпа тавӑрӑннӑ. Египета тарни 13 Ӑсчахсем кайсан Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса ҫапла каланӑ: «Тӑр та пӗчӗк Ачапа Амӑшне илсе Египет ҫӗр-шывне тар. Эпӗ систериччен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен Ирод пӗчӗк Ачана шыраса тупса вӗлерттересшӗн». 14 Иосиф тӑнӑ та пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ; 15 вара Ирод виличченех унта пурӑннӑ. Ҫапла Хуҫа Турӑ пророк урлӑ: «Ывӑлӑма Эпӗ Египетран чӗнсе илтӗм», – тесе калани пурнӑҫланнӑ. Ирод пӗчӗк ачасене вӗлерттерни 16 Ӑсчахсем хӑйне улталанине ӑнланса илсен Ирод пит ҫилленсе кайнӑ. Вара вӑл, ӑсчахсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑт тӑрӑх, Вифлеемпа унӑн таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех пӗчӗк ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. 17 Ҫапла майпа Турӑ Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: 18 «Рама хулинче сасӑпах макӑрни, хыттӑн ӳлени, татӑлса йӗни илтӗнет. Ку вӑл ачисем ҫукран лӑпланаймасӑр йӗрекен Рахиль сасси». Египетран Назарета тавӑрӑнни 19 Ирод вилсен вара Египетра Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та 20 ҫапла каланӑ: «Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ, ҫавӑнпа тӑр та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне кай». 21 Иосиф тӑнӑ та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне тавӑрӑннӑ. 22 Анчах та Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине пӗлсен Иосиф унта тавӑрӑнма шикленнӗ. Вара, Турӑ хӑйне тӗлӗкре пӗлтернине итлесе, Галилейӑна кайнӑ. 23 Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia