Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Матфей 19 - Синодальный НЗ


19-мӗш сыпӑк Уйӑрӑласси ҫинчен
( Мк. 10:1-12 )

1 Ҫак сӑмахсене вӗҫлесен Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ.

2 Ун хыҫҫӑн нумай халӑх пынӑ, унта Вӑл чирлисене сыватнӑ.

3 Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?»

4 Иисус вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пултаракан чӑн малтанах ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла туни ҫинчен вуламан-им эсир?

5 Унтан каланӑ: „Ҫавӑнпа ҫын ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗпе пӗрлешӗ, вара иккӗн пӗр ӳт пулӗҫ“.

6 Ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр», – тенӗ.

7 «Епле-ха тата Моисей: упӑшки арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ чухне унӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ ҫырса памалла тесе хушса хӑварнӑ?» – тенӗ Ӑна фарисейсем.

8 Иисус вӗсене каланӑ: «Чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен Моисей сире арӑмсене уйӑрса яма ирӗк панӑ, малтанах апла пулман.

9 Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫав мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑрать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».

10 «Арӑмпа ҫак ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса пурӑнас пулсан, авланиччен авланманни», – теҫҫӗ вӗренекенӗсем Иисуса.

11 «Эп каланине пурте мар, кама Турӑ ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнланӗ, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.

12 – Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри ҫуралассах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуралать, хӑшне ҫынсем каярахпа юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ. Теприсем тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн тӑрӑшас тесе хӑйсемех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма килӗшмеҫҫӗ. Кама ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнлантӑр».


Иисус ачасене пиллет
( Мк. 10:13-16 ; Лк. 18:15-17 )

13 Ҫавӑн чухне ҫынсем ачисене Иисус патне аллине хурса кӗлтутарма илсе пынӑ; вӗренекенӗсем вара вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ.

14 Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн».

15 Вара Вӑл ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те урӑх ҫӗре кайнӑ.


Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк
( Мк. 10:17-31 ; Лк. 18:18-30 )

16 Иисус патне пӗр ҫын пынӑ. «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗнле ырӑ ӗҫ тумалла-ши?» – тенӗ вӑл.

17 «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – хуравланӑ ӑна Иисус. – Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен пил-хушусене пурнӑҫласа пурӑн».

18 «Хӑшсене?» – ыйтнӑ лешӗ Иисусран. «Ак ҫаксене, – тавӑрнӑ Иисус. – Ан вӗлер, мӑшӑрна ан ултала, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер,

19 аҫу-аннӳне хисепле; ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».

20 «Эпӗ вӑл пил-хушусене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп-ха, тата мӗн тумалла-ши манӑн?» – тенӗ Ӑна ҫамрӑк.

21 Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».

22 Ҫак сӑмахсене илтсен ҫамрӑк ҫын хуйха ӳкнӗ те пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ.

23 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вара Иисус вӗренекенӗсене, – пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме питӗ йывӑр.

24 Тата ҫакна хушса калам: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».

25 «Кам ҫӑлӑнма пултарӗ-ха эппин?» – тенӗ вӗренекенӗсем ҫав сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн пит тӗлӗнсе.

26 Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, Турӑ вара пурне те пултарать».

27 Ҫавӑн чухне Петр Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр. Уншӑн пире мӗн лекӗ?»

28 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.

29 Кам та кам кил-ҫуртне, тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, ани-ҫаранне Ман ятӑмшӑн пӑрахса хӑварнӑ, Турӑ ӑна ҫӗр хут та ытларах тавӑрса парӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ тӑвӗ.

30 Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ