Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Матфей 16 - Синодальный НЗ


16-мӗш сыпӑк Тӳперен хӑват кӑтартма ыйтни
( Мк. 8:11-13 ; Лк. 12:54-56 )

1 Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.

2 Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Каҫхине эсир: пӗлӗт хӗрелет – уяр пулать тетӗр.

3 Ирхине эсир: пӗлӗт йӑм-хӗрлӗ – паян ҫанталӑк пӑсӑлать тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! Тӳпери паллӑсене уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллисене уйӑрма пӗлейместӗр-и?

4 Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ». Унтан Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ.


Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗ ҫинчен
( Мк. 8:14-21 )

5 Тинӗс тепӗр енне ишсе каҫнӑ чух Унӑн вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме маннӑ.

6 «Асӑрханӑр, – тенӗ вӗсене Иисус, – фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».

7 «Эпир ҫӑкӑр илме маннӑран ҫапла калать пулӗ Вӑл», – тесе шухӑшланӑ вӗренекенӗсем хӑйсен ӑшӗнче.

8 Иисус вара вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?

9 Халичченех ӑнланмастӑр-и? Пилӗк ҫӑкӑрпа пилӗк пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине тата темиҫе кунтӑк пухнине астумастӑр-им?

10 Тата ҫичӗ ҫӑкӑрпа тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине миҫе карҫинкка пухнине те манса кайрӑр-им?

11 „Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр“, – тесе Эпӗ ҫӑкӑр пирки каламаннине епле-ха ӑнланаймастӑр?»

12 Иисус кӑвас тӗпӗнчен мар, фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗнчен сыхланма каланине вӗренекенӗсем тинех тавҫӑрса илнӗ.


Иисус кам пулнине Петр пӗлтерни
( Мк. 8:27-30 ; Лк. 9:18-21 )

13 Филипп Кесарийӗ таврашӗнчи ҫӗрсене пырсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ?»

14 «Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗсем.

15 «Эсир хӑвӑр вара Мана кам вырӑнне хуратӑр?» – тенӗ Иисус вӗсене.

16 «Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон.

17 «Телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, мӗншӗн тесен сана ҫав чӑнлӑха этем мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ.

18 Ӗнтӗ Эпӗ сана калатӑп: эсӗ – Петр. Эпӗ ӗненекен ушкӑнсем йӗркеленӗ чухне эсӗ вӗсемшӗн чул никӗс пулӑн. Вара ҫав Чиркӗве тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ.

19 Эпӗ сана Ҫӳлти Патшалӑха кӗмелли алӑкӑн уҫҫине парӑп. Эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чарӑн, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чармӑн, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ».

20 Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй, Иисус, Турӑ Суйласа илни пулнине никама та калама хушман.


Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани
( Мк. 8:31–9:1 ; Лк. 9:22-27 )

21 Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.

22 Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!»

23 Иисус вара Петр енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана илӗртсе иккӗлентеретӗн; эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».

24 Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.

25 Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна тупӗ.

26 Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?

27 Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.

28 Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Патша пулса килекен Этем Ывӑлне курмасӑр та вилмӗҫ».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ