Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Марк 8 - Синодальный НЗ


8-мӗш сыпӑк Тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарни
( Мф. 15:32-39 )

1 Ҫав кунсенче пӗрре Иисус патне питӗ нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫимелли вӗсен нимӗн те пулман. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ:

2 «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: ҫынсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫиме вӗсен нимӗн те ҫук.

3 Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри питӗ инҫетрен килнӗ».

4 «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, вӗсене тӑраниччен ҫитермелӗх кам ӑҫтан ҫӑкӑр тупма пултарӗ?» – тавӑрнӑ Ӑна вӗренекенӗсем.

5 «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Ҫиччӗ», – тенӗ вӗсем.

6 Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ.

7 Тата вӗсен кӑштах вӗтӗ пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн Иисус пуллине те халӑха валеҫме хушнӑ.

8 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка пухнӑ.

9-10 Ҫиекеннисем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Халӑхпа сывпуллашсанах Вӑл вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ишсе кайнӑ.


Тӳперен хӑват кӑтартма ыйтни
( Мф. 16:1-4 )

11 Унта фарисейсем пынӑ та Иисуспа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ.

12 Вара Вӑл ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма хистесех ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ».

13 Вӗсенчен уйӑрӑлсан Иисус каллех кимӗпе тинӗс тепӗр енне кайма тухнӑ.


Фарисейсен кӑвас тӗпӗ ҫинчен
( Мф. 16:5-12 )

14 Вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме маннӑ, кимӗ ҫинче вӗсен пурӗ те пӗр ҫӑкӑр анчах пулнӑ.

15 Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».

16 «Вӑл пирӗн ҫӑкӑр ҫуккишӗн ҫапла калать ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче.

17 Вара Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр? Халичченех ӑнкарса, ӑнланса илейместӗр-и? Халичченех ӑс-тӑнӑрсем уҫӑлса ҫитеймерӗҫ-и?

18 Куҫлӑ пулин те – курмастӑр-им? Хӑлхаллӑ пулин те – илтместӗр-им? Ҫакна астумастӑр-им:

19 Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫынна хуҫа-хуҫа парсан, юлашки юлнӑ татӑкӗсене миҫе кунтӑк туллиех пухрӑр-ха эсир?» «Вун иккӗ», – тавӑраҫҫӗ Ӑна.

20 «Тата ҫичӗ ҫӑкӑра тӑватӑ пин ҫынна валеҫсе парсан, юлнӑ татӑкӗсене миҫе карҫинкка тултартӑр-ха?» «Ҫиччӗ», – теҫҫӗ лешсем.

21 «Эппин мӗншӗн-ха халичченех ӑнланмастӑр?» – тенӗ вара Иисус.


Вифсаидӑра суккӑра сыватни

22 Пӗррехинче, вӗсем Вифсаида витӗр тухнӑ чухне, Ун патне суккӑра ҫавӑтса пынӑ та Иисуса ӑна сӗртӗнме йӑлӑннӑ.

23 Иисус ҫав суккӑр ҫынна ялтан ҫавӑтса тухнӑ та унӑн куҫне сурчӑкпа йӗпетсе шӑлса, ун ҫине аллине хурса ыйтнӑ: «Мӗн те пулин куратӑн-и?»

24 Лешӗ пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Уҫӑмсӑр курӑннӑ пирки иртсе ҫӳрекен ҫынсем йывӑҫ пек курӑнаҫҫӗ».

25 Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ.

26 Вара Иисус ӑна киле ярса ҫапла каланӑ: «Яла-мӗне кӗрсе ан тӑр, ялта никама та каласа ан кӑтарт».


Иисус кам пулнине Петр пӗлтерни
( Мф. 16:13-20 ; Лк. 9:18-21 )

27 Унтан Иисуспа вӗренекенӗсем Филипп Кесарийӗ таврашӗнчи ялсене кайнӑ. Ҫул ҫинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен: «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ.

28 «Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем вара – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата – пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.

29 «Эсир хӑвӑр вара Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Ӑна Петр.

30 Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман.


Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани
( Мф. 16:21-28 ; Лк. 9:22-27 )

31 Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ.

32 Ҫак сӑмахсене Вӑл уҫҫӑнах каланӑ. Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ.

33 Вара Иисус вӗренекенӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Петра пат татса ҫапла каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн!»

34 Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.

35 Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана тата Ырӑ Хыпара халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ.

36 Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ?

37 Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?

38 Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ