Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Марк 4 - Синодальный НЗ


4-мӗш сыпӑк Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Мф. 13:1-9 ; Лк. 8:4-8 )

1 Иисус каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Вӑл тинӗс хӗрринчи кимӗ ҫинче пулнӑ, мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ.

2 Иисус вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ, вӗсене ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ:

3 «Ӗнтӗ итлӗр. Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ.

4 Хайхи акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ.

5 Хӑшӗ чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ.

6 Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ.

7 Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ, вара калча пучах кӑларайман.

8 Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса тухса пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен вӑтӑр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ.

9 Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус вӗсене.


Ытарлӑн калани ҫинчен
( Мф. 13:10-17 ; Лк. 8:9-10 )

10 Халӑх салансан, унта юлнӑ ҫынсем тата вун икӗ вӗренекенӗ Унран ытарлӑн калани ҫинчен ыйтнӑ.

11-12 Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».


Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
( Мф. 13:18-23 ; Лк. 8:11-15 )

13 «Ҫак ытарлӑха та ӑнланмастӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Ыттисене вара епле ӑнланса илӗр?

14 Акаҫӑ Турӑ сӑмахӗ акать.

15 Ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑш-пӗрисем вӗрентнӗ сӑмаха итлеҫҫӗ, анчах та илтсенех вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чун-чӗрине акнине вӑрласа каять.

16 Ҫавнашкалах чуллӑ ҫӗре ӳкни те Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакансене пӗлтерет,

17 анчах та вӗсем питӗ иккӗленчӗк, чун-чӗрисем тымарсӑр. Каярахпа, сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӗсем тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнаҫҫӗ.

18 Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсенех пӗлтерет,

19 анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗпе ытти илӗртӳсем вӗсен чунне тулса сӑмаха пусса лартаҫҫӗ те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.

20 Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ҫав сӑмаха хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, вӗсен чӗринчи сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен ҫӗр пӗрчӗ пулать».


Ҫутаткӑҫпа виҫе ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Лк. 8:16-18 )

21 Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫутаткӑҫа чӳлмекпе хуплама е кравать айне лартма илсе пыраҫҫӗ-им? Ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтармаҫҫӗ-им?

22 Вӑрттӑнни те паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех.

23 Илтме хӑлха пурри илттӗр!»

24 Тата вӗсене каланӑ: «Ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ. Сире, сӑмахӑма итлекенсене, ытларах та хушса парӗҫ.

25 Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ».


Вӑрлӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх

26 «Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ, – тенӗ тата Иисус. – Ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать.

27 Кайран вӑл каҫсерен ҫывӑрать, ирсерен тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса ӳсет, хайхи ҫын ку епле пулнине те пӗлмест.

28 Ҫӗр хӑй тӗллӗнех ҫимӗҫ парать: малтан калча ӳстерет, унтан пучах кӑларттарать, кайран пучаха тултарать.

29 Пулса ҫитнӗ пучах часрах ҫурла тыттарать, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитнӗ».


Сарӑ пӑрӑҫ вӑрри ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Мф. 13:31-32 ; Лк. 13:18-19 )

30 «Турӑ Патшалӑхне тата мӗнпе танлаштарар-ши? Ӑна мӗнле ытарлӑхпа сӑнарлама май пур-ши? – тенӗ Иисус.

31 – Вӑл – сарӑ пӑрӑҫ вӑрри евӗрлӗ теме пулать. Акнӑ чухне ҫав пӗрчӗ ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки.

32 Аксассӑн шӑтса тухать те мӗн пур пахча ҫимӗҫсенчен те ҫӳллӗ пулать. Унӑн парка турачӗсен сулхӑнӗнче вара вӗҫен кайӑксем те йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ».

33 Ҫынсем тавҫӑрса илме пултарнӑ таран Иисус вӗсене Турӑ сӑмахне ҫакнашкал нумай ытарлӑхпа вӗрентнӗ.

34 Ҫынсемпе Вӑл ытарлӑ кӑна калаҫнӑ, вӗренекенӗсене вара куҫа-куҫӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.


Ҫил-тӑвӑла чарни
( Мф. 8:23-27 ; Лк. 8:22-25 )

35 Каҫ пулса килнӗ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Тинӗс тепӗр енне каҫар-ха».

36 Вара вӗренекенӗсем, халӑхпа сывпуллашсан, Иисуса ларнӑ киммипех хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Унтах ытти кимӗсем те пулнӑ.

37 Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, вара хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ.

38 Иисус киммӗн хыҫалти пайӗнче пуҫелӗк хурсах ҫывӑрнӑ пулнӑ. Ӑна вӑратса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир пӗтсен те Сана пурпӗрех-им?»

39 Иисус тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Чарӑн, ан шавла», – тенӗ. Вара ҫил лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.

40 «Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? Нивушлӗ сирӗн ӗненӗвӗр ҫук?» – тенӗ Иисус вӗсене.

41 Питӗ хӑраса кайнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ