Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Марк 16 - Синодальный НЗ


16-мӗш сыпӑк Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни
( Мф. 28:1-8 ; Лк. 24:1-12 ; Ин. 20:1-10 )

1 Шӑмат каҫ Мария Магдалина, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломия, Иисус ӳтне кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ.

2 Вырсарни кун, эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ.

3 Ҫапла вӗсем: «Тупӑклӑх шӑтӑкӗ умӗнчи чула кам йӑвантарса куҫарса парӗ-ши пире?» – тесе пӗр-пӗринпе калаҫкаласа пынӑ.

4 Ҫитсессӗн пӑхнӑ та курах кайнӑ: хайхи пысӑк чула куҫарса та хунӑ иккен.

5 Унтан, тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ларнине асӑрханӑ. Вара хӗрарӑмсем тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ.

6 «Ан хӑрӑр, – тенӗ ангел вӗсене. – Эсир хӗрес ҫине пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр вӗт. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Вӑл кунта ҫук халӗ. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн.

7 Ҫапах та эсир Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра: „Иисус сире Хӑй каланӑ пекех Галилейӑра тӗл пулӗ, эсир Ӑна унта курӑр“, – тесе кайса калӑр».

8 Вара вӗсем тупӑклӑхран тухса тарнӑ, тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. Хӑранӑран вара никама та ним те каламан.


Чӗрӗлсе тӑнӑ Христос Мария Магдалинӑна тата икӗ вӗренекенне курӑнни
( Мф. 28:9-10 ; Лк. 24:13-35 ; Ин. 20:11-18 )

9 Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ.

10 Мария ҫакӑн ҫинчен Иисуспа пӗрле пулнисене, татӑлса йӗрекенскерсене, кайса каласа кӑтартнӑ.

11 Анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулнине те, Мария Ӑна курнине те ӗненмен.

12 Кайран Иисус ҫав ӗненменнисенчен иккӗшне, вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче урӑх сӑн-сӑпатлӑ пулса курӑннӑ.

13 Вара хайхисем каялла тавӑрӑннӑ та ыттисене каласа кӑтартнӑ, анчах вӗсене те ӗненмен.


Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вун пӗр апостола курӑнни
( Мф. 28:16-20 ; Лк. 24:36-49 ; Ин. 20:19-23 ; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8 )

14 Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.

15 Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр.

16 Кам ӗненсе шыва кӗрӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. Кам ӗненмӗ, ҫавна юлашки судра айӑплӗҫ.

17 Ӗненекенсем ҫак хӑватсене тума пултарӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ; хӑйсем халиччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӗҫ;

18 ҫӗленсене алла тытӗҫ; пӗр-пӗр наркӑмӑш ӗҫсен те сиенленмӗҫ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, лешсем сывалӗҫ».


Иисус Христос тӳпене ҫӗкленни
( Лк. 24:50-53 ; Ӗҫ-хӗл. 1:9-11 )

19 Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.

20 Вара вӗренекенӗсем кайнӑ та пур ҫӗрте те ӳкӗтлесе вӗрентнӗ; Хуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ