Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Марк 15 - Синодальный НЗ


15-мӗш сыпӑк Иисус Пилат патӗнче
( Мф. 27:1-2 , 11-14 ; Лк. 23:1-5 ; Ин. 18:28-38 )

1 Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ.

2 «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус.

3 Аслӑ священниксем Ӑна хирӗҫ тем тӗрлӗ айӑплав та кӑларса тӑратнӑ.

4 Вара Пилат каллех Унран ҫапла ыйтнӑ: «Куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав сӑмахӗ калаҫҫӗ. Эсӗ мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн?»

5 Анчах Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те тавӑрса каламан, ку вара Пилата тӗлӗнтерсех янӑ.


Иисуса вӗлерме ыйтни
( Мф. 27:15-26 ; Лк. 23:13-25 ; Ин. 18:39–19:16 )

6 Кашни пасха уявӗ тӗлне вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ.

7 Ҫавӑн чухне пӗр Варавва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ.

8 Халӑх Пилатран йӑлана кӗнӗ йӗркене пурнӑҫлама кӑшкӑра-кӑшкӑра ыйта пуҫланӑ.

9 Пилат вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Сире Иудея Патши текеннине кӑларса парас мар-и? Килӗшетӗр-и?»

10 Аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен Пилат ҫапла ыйтнӑ.

11 Анчах аслӑ священниксем Иисус вырӑнне Вараввӑна кӑларма ыйтмашкӑн халӑха пӑлхатса янӑ.

12 Пилат каллех вӗсене тавӑрса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр Иудея Патши текеннине манӑн мӗн тумалла вара?»

13 Вӗсем каллех кӑшкӑра пуҫланӑ. «Пӑталаттар Ӑна!» – кӑшкӑрнӑ вӗсем ҫаплах.

14 «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ Пилат вӗсене. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ.

15 Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.


Иисусран мӑшкӑлласа кулни
( Мф. 27:27-31 ; Ин. 19:2-3 )

16 Салтаксем Ӑна претори картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ.

17 Вара Ӑна патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ, Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ.

18 Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ.

19 Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ.

20 Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.


Иисус Христоса пӑталани
( Мф. 27:32-44 ; Лк. 23:26-43 ; Ин. 19:17-27 )

21 Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ.

22 Иисуса Голгофа ятлӑ вырӑна илсе пынӑ, ку «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет.

23 Вара Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех ӗҫтересшӗн пулнӑ, анчах Вӑл ӗҫмен.

24 Иисуса пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса пӗр-пӗрин хушшинче валеҫнӗ.

25 Ирхине тӑхӑр сехетре Иисуса хӗрес ҫумне пӑталанӑ.

26 Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ.

27 Унпа пӗрле икӗ хураха пӑталанӑ: пӗрне – унран сылтӑм енне, теприне – сулахай енне.

28 Ҫапла «Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ» тесе Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ.

29 Иртен-ҫӳренсем Ӑна хурласа, пуҫӗсене сулла-сулла ҫапла калаҫкаланӑ: «Ай-яй, Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартакан!

30 Халӗ Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха!»

31 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ. Пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калаҫкаланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть!

32 Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.


Иисус Христос вилӗмӗ
( Мф. 27:45-56 ; Лк. 23:44-49 ; Ин. 19:28-30 )

33 Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетчен, сасартӑк пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ.

34 Виҫӗ сехетре вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Элои! Элои! Ламма савахфани?» Ку «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.

35 Ҫакна илтсен: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет», – тенӗ ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри.

36 Пӗри тата чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. «Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар: Илия Ӑна хӗрес ҫинчен антарма килет-и?» – тенӗ ҫавскер.

37 Унтан Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.

38 Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ.

39 Иисуса хирӗҫех тӑракан Рим ҫӗрпӗвӗ вара, Иисус ҫапла кӑшкӑрса юлашки сывлӑшне кӑларса янине курса: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» – тенӗ.

40 Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ.

41 Вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.


Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
( Мф. 27:57-61 ; Лк. 23:50-56 ; Ин. 19:38-42 )

42 Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман. Ҫавӑнпа та, каҫ пулсан,

43 Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр ҫын пынӑ та Иисус ӳтне ыйтма Пилат патне хӑйса кӗнӗ. Иосиф иудейсен канашӗнче хисеплӗ ҫын шутланнӑ пулин те, хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтсе пурӑннӑ пулнӑ.

44 Иисус вилнӗ ӗнтӗ тесен Пилат тӗлӗннӗ. Вара вӑл ҫӗрпӗве чӗнтерсе: «Иисус вилни нумай пулать-и?» – тесе ыйтнӑ.

45 Иисус вилнине ҫӗрпӳ те пӗлтерсен, Пилат Унӑн ӳтне Иосифа пама хушнӑ.

46 Вара Иосиф йӗтӗн пир туяннӑ та Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен антарнӑ. Унтан пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне касса тунӑ тупӑклӑха кайса хунӑ, шала кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ.

47 Мария Магдалинӑпа Иосия Марийи Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ