Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Марк 12 - Синодальный НЗ


12-мӗш сыпӑк Усал пахчаҫӑсем ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Мф. 21:33-46 ; Лк. 20:9-19 )

1 Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.

2 Иҫӗм ҫырли татма вӑхӑт ҫитсессӗн вӑл тарҫине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ.

3 Анчах та лешсем тарҫӑна тытнӑ та хӗнесе тӑкса пуш алӑпах янӑ.

4 Вара хуҫа вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ. Вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, мӑшкӑл туса янӑ.

5 Тата тепӗр тарҫине янӑ та, пахчаҫӑсем ӑна вӗлернӗ. Ытти янӑ тарҫӑсене те е хӗненӗ, е вӗлернӗ.

6 Ҫав хуҫан пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тенӗ те вӑл юлашкинчен пахчаҫӑсем патне хайхи ывӑлне янӑ.

7 Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“.

8 Вара вӗсем ӑна тытса вӗлернӗ те иҫӗм ҫырли пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ.

9 Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Вӑл пырӗ те пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ.

10-11 „Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна та вуламан-им?»

12 Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ.


Рим патшине тӳлемелли налук
( Мф. 22:15-22 ; Лк. 20:20-26 )

13 Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ.

14 Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?»

15 Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? Мана пӗр динарийлӗх укҫӑра илсе килсе кӑтартӑр-ха».

16 Лешсем илсе пынӑ. Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫакӑнта кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» «Патшанне», – тенӗ Ӑна вӗсем.

17 Вара Иисус, вӗсене хуравласа, ҫапла каланӑ: «Патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». Унӑн сӑмахӗсене илтсен вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.


Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни
( Мф. 22:23-33 ; Лк. 20:27-40 )

18 Унтан Иисус патне вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненмен саддукейсем пырса ыйтнӑ:

19 «Вӗрентекен! Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин ача-пӑчасӑр пиччӗшӗ вилсен, арӑмӗ тӑлӑха юлсан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“.

20 Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ,

21 вара унӑн арӑмне иккӗмӗшӗ илчӗ. Вӑл та ача-пӑчаллӑ пулаймасӑрах вилчӗ. Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулчӗ.

22 Ҫав арӑма умлӑн-хыҫлӑн ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ пулин те, ача-пӑча таврашӗ юлмарӗ. Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ.

23 Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха».

24 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр ҫак тӗслӗхпех аташатӑр-и?

25 Вилнӗ ҫынсем, чӗрӗлсе тӑрсан, авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ.

26 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им?

27 Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Ҫапла вара, эсир пит йӑнӑш шухӑшлатӑр».


Чи аслӑ пил-хушу
( Мф. 22:34-40 ; Лк. 10:25-28 )

28 Саккун вӗрентӳҫисенчен пӗри, вӗсем тавлашнине курса тӑрса, Иисус саддукейсене епле аван тавӑрса каланине илтсе, патнерех пынӑ. «Чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» – тесе ыйтнӑ вӑл Иисусран.

29 Вара Иисус ҫапла хуравланӑ: «Малтанхи пил-хушу ҫакӑ: „Эй, Израиль халӑхӗ, итле! Пирӗн Хуҫа Туррӑмӑр – пӗртен-пӗр Хуҫамӑр.

30 Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм вӑй-халтан юрат“. Ҫакӑ – чи аслӑ пил-хушу!

31 Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах пил-хушу урӑх ҫук», – тенӗ Вӑл.

32 «Вӗрентекен! Эсӗ чаплӑ хурав патӑн, – тенӗ вара Ӑна саккун вӗрентӳҫи. – Турӑ пӗрре анчах, Унран урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн.

33 Ӑна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан юратмаллине те, ҫывӑх ҫынна хӑвна юратнӑ пек юратмаллине те Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫак пил-хушусене тытса пыни кирек епле парнерен те – пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнинчен те, ыттисенчен те – пахарах».

34 Саккун вӗрентӳҫи ӑслӑ калаҫнине кура Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар». Ҫавӑнтан кайран никам та Ӑна ыйтусем пама хӑяйман.


Турӑ Суйласа илни кам йӑхӗнчен пулмалла?
( Мф. 22:41-46 ; Лк. 20:41-44 )

35 Турӑ Ҫуртӗнче тата малалла вӗрентсе Иисус ҫапла каланӑ: «Епле-ха саккун вӗрентӳҫисем Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ?

36 Давид хӑй те, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама ҫапла каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар“.

37 Ҫапла вара, Давид хӑй Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?» Темӗн чухлӗ халӑх Ӑна савӑнса итлесе тӑнӑ.


Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрхаттарни
( Мф. 23:1-36 ; Лк. 20:45-47 )

38 Малалла Иисус ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ.

39 Синагогӑра вӗсем малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.

40 Ҫавсене, тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваракансене, ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑвакансене, ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».


Тӑлӑх арӑмӑн икӗ вак укҫи
( Лк. 21:1-4 )

41 Иисус парне арчине хирӗҫ ларнӑ та ҫынсем унта укҫа янине сӑнанӑ. Пуянсенчен чылайӑшӗ нумай хунӑ.

42 Унтан пӗр чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм пынӑ та пӗр кодрант чухлӗ икӗ вак укҫа хунӑ.

43 Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ.

44 Мӗншӗн тесен пурте арчана ытлашшине ячӗҫ, ку тӑлӑх хӗрарӑм вара пур-ҫук юлашки укҫине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине пӗтӗмпех арчана ячӗ».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ