Лука 7 - Синодальный НЗ7-мӗш сыпӑк Ҫӗрпӳ тарҫине сыватни ( Мф. 8:5-13 ; Ин. 4:43-54 ) 1 Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен Иисус Капернаума кайнӑ. 2 Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ. 3 Иисус ҫинчен илтсен вӑл тарҫине сыватма килтӗр тесе йӑлӑнма Ун патне иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене янӑ. 4 Лешсем Иисус патне пырсан Унран йӑлӑнса ыйтнӑ: «Ҫав ҫӗрпӳ Санран пулӑшу илме тивӗҫлӗ ҫын. 5 Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ». 6 Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ӑна хирӗҫ ҫапла калама тусӗсене янӑ: «Эй, Хуҫамӑр, ан чӑрман! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. 7 Сан патна пыма та хама тивӗҫсӗр тесе шутларӑм. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. 8 Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать». 9 Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ. 10 Иисус патне янисем каялла тавӑрӑнсан чирлӗ выртакан тарҫӑ сывалнине курнӑ. Тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртни 11 Нумаях та вӑхӑт иртмен, Иисус Наин хулине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсенчен чылайӑшӗ тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 12 Хула хапхи патне ҫитеспе Вӑл хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакансене тӗл пулнӑ. Вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, халӑх унта нумай пуҫтарӑннӑ. 13 Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ. 14 Унтан Вӑл пырса вилене ҫӗклемеллине сӗртӗннӗ те, ӑна ҫӗклесе пыракансем чарӑннӑ. Иисус вара каланӑ: «Ачам, сана тӑма хушатӑп!» 15 Вилнӗскер ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна амӑшне панӑ. 16 Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!» 17 Вара Ун ҫинчен ҫапла калаҫни пӗтӗм Иудейӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене сарӑлнӑ. Иоанӑн вӗренекенӗсем тата Иисус ( Мф. 11:2-19 ) 18 Ҫавӑн ҫинчен йӑлтах Иоана хӑйӗн вӗренекенӗсем каласа кӑтартнӑ. 19 Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ. 20 Хайхисем Иисус патне пырсан каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пире Сан патна ҫапла ыйтма ячӗ: Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» 21 Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ. 22 Иоанн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн курни-илтнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлеҫҫӗ, чухӑннисем Ырӑ Хыпар итлеҫҫӗ. 23 Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ». 24 Иоанн янӑ ҫынсем Хӑйӗн патӗнчен кайсан Иисус халӑха Иоанн ҫинчен ҫапла калама пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? 25 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Чаплӑ тумланакансем, пуян пурӑнакансем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. 26 Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 27 „Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ. 28 Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ». 29 Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ. 30 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен. 31 Хуҫамӑр вара ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем? 32 Вӗсем урамра пӗр-пӗрне ҫапла кӑшкӑрса ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр. Эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“. 33 Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир. 34 Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир. 35 Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем пурте тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ». Ҫылӑхлӑ хӗрарӑма каҫарни 36 Пӗр фарисей Иисуса хӑнана чӗннӗ. Иисус вара ун килне кӗнӗ те ҫиме ларнӑ. 37 Ҫак хулара ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл фарисей килӗнче Иисус апат ҫинине пӗлнӗ те алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, мирӑ, илсе пынӑ. 38 Хӗрарӑм, хыҫалтан пырса, Иисус ури патӗнче йӗрсе тӑнӑ. Унӑн урисем ҫине куҫҫуль юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Вӑл Иисусӑн урисене чуптӑва-чуптӑва мирӑпа сӗрнӗ. 39 Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!» 40 Иисус ун енне ҫавӑрӑнса: «Симон, Ман сана пӗр сӑмах каламали пур», – тенӗ. Симон вара: «Вӗрентекен, кала», – тенӗ. 41 Иисус ҫапла каланӑ: «Икӗ ҫын кивҫен паракана парӑмлӑ пулнӑ: пӗри пилӗк ҫӗр динарий чухлӗ, тепри алӑ динарий чухлӗ. 42 Анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулманран кивҫен панӑ ҫын вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Ӗнтӗ кала-ха, ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ?» 43 «Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шутлатӑп эпӗ», – тенӗ Симон. «Эсӗ тӗрӗсех шухӑшлатӑн», – тенӗ Иисус. 44 Унтан Вӑл, хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса, Симона каланӑ: «Ҫак хӗрарӑма эсӗ куратӑн-и? Эпӗ санӑн кил-ҫуртна кӗтӗм, ҫапах эсӗ ура ҫума Мана шыв та памарӑн. Ку хӗрарӑм вара Ман урасене куҫҫулӗпе ҫуса, хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтрӗ. 45 Эсӗ Мана тӑванла чуптумарӑн, вӑл вара Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑр чуптӑвать. 46 Эсӗ Манӑн пуҫӑма тип ҫу та сӗрмерӗн, вӑл вара Манӑн урасене мирӑ сӗрчӗ. 47 Ҫавӑнпа калатӑп сана: унӑн, ҫылӑха нумай кӗнӗскерӗн, юратулӑхӗ нумай пулнӑран ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ. Камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, ҫав сахал юратать». 48 Вара Иисус хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». 49 Унта ларакансем хӑйсен ӑшӗнче: «Ку кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене каҫарма та пултарать», – тенӗ. 50 Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia