Лука 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Иисус Христос ҫурални 1 Ҫав вӑхӑтра Рим императорӗ Август пӗтӗм патшалӑхри халӑха ҫырса тухма хушнӑ. 2 Ҫак пирвайхи хут халӑха шута илесси Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулнӑ. 3 Вара пурте кашни хӑйӗн хулине ҫырӑнма тухса кайнӑ. 4 Иосифӑн, Давид йӑхӗнчен пулнӑран, Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеема, тахҫан Давид ҫуралнӑ хулана, каймалла пулнӑ. 5 Ҫапла Иосиф хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе Марияпа пӗрле ят ҫыртарма кайнӑ. Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ. 6 Вифлеемре Унӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ. 7 Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ. Кӗтӳҫӗсем тата ангел 8 Ҫавӑнтан аякра мар, хирте, кӗтӳҫӗсем ҫӗрле кӗтӗвӗсене хуралланӑ. 9 Сасартӑк вӗсен умне Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Хуҫа Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ. 10 Ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр! Эпӗ сире пӗтӗм халӑха савӑнтармалли чаплӑ хыпар пӗлтерме килтӗм. 11 Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр! 12 Акӑ сире паллӑ: эсир сырӑша чӗркесе вырттарнӑ Ачана курӑр». 13 Унтан сасартӑк ҫав ангелпа пӗрле тӳпери ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ. Вӗсем Турра мухтаса юрланӑ: 14 «Ҫӳлте Турра мухтав, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ!» 15 Ангелсем тӳпене ҫӗкленсе кайсан кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Атьӑр Вифлеема кайса унта мӗн пулнине, Хуҫа Турӑ пире мӗн пӗлтернине курар». 16 Вара вӗсем васкаса Вифлеема ҫитнӗ те Марияпа Иосифа тата сырӑшра выртакан пӗчӗк Ачана шыраса тупнӑ. 17 Ачана курнӑ хыҫҫӑн кӗтӳҫӗсем хӑйсене Ҫак Ача пирки мӗн хыпарланине каласа панӑ. 18 Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ. 19 Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑйӗн чӗринчех усранӑ. 20 Йӑлтах ангел каланӑ пек пулса иртнӗ. Ҫавна курма-илтме тӳр килнишӗн Турра аслӑласа та мухтаса кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗ патне тавӑрӑннӑ. 21 Тепӗр сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсен, Амӑшне йывӑр ҫын пуличчен ангел каланӑ пекех, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ. Иисуса Турӑ Ҫуртне илсе пыни 22 Моисей саккунӗ хушнӑ тӑрӑх тасалмалли кунсем иртсен, Иосифпа Мария пӗчӗк Ачана Хуҫа Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23 мӗншӗн тесен Хуҫамӑр саккунӗ ҫапла калать: «Малтанхи ывӑл ачана, вар уҫнӑскере, Хуҫа Турра халалламалла». 24 Ҫавӑн пекех, Хуҫамӑр саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӗсен икӗ улатӑпа кайӑкӗ е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ. 25 Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ. 26 Хуҫа Туррӑн Христосне курмасӑр вилместӗн тесе ӑна Святой Сывлӑш малтанах систернӗ пулнӑ. 27 Иосифпа Мария саккун хушнӑ йӑлана тума пӗчӗкҫӗ Иисуса Турӑ Ҫуртне илсе пырсан, Сывлӑш хавхалантарнипе Симеон та унта пынӑ. Симеон Турра мухтани 28 Вӑл Ачана хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29 «Эй, Туррӑм! Халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн: 30 ман куҫӑмсем Санран ҫӑлӑнӑҫ илсе килекене курчӗҫ. 31 Ку ҫӑлӑнӑҫа Эсӗ мӗн пур халӑх куҫӗ умӗнчех хатӗрленӗ. 32 Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ». 33 Иосифпа Ачан Амӑшӗ Ун ҫинчен Симеон ҫапла каланине илтсен тӗлӗннӗ. 34-35 Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ». Хӗрарӑм пророк Анна 36 Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк пулнӑ. Вӑл питӗ ватӑлса ҫитнӗ, хӑйӗн упӑшкипе Анна ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ. 37 Ҫав сакӑр вун тӑватӑ ҫулхи упӑшкасӑр карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен кайманпа пӗрех. Вӑл, Турра хисеплесе, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн кӗлтунӑ. 38 Симеон Марияпа калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем патне пынӑ Анна та Хуҫамӑра мухтама пуҫланӑ. Ҫӑлӑнасса кӗтекен Иерусалимри ҫынсене пурне те вӑл Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Назарета тавӑрӑнни 39 Турӑ саккунӗ хушнине пурне те туса пӗтерсен Иосифпа Мария Галилейӑна, Назарет ятлӑ тӑван хулине, тавӑрӑннӑ. 40 Ача ҫитӗннӗҫемӗн чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе, ӑс-тӑнӗпе хӑватланса пынӑ. Турӑ тивлечӗ Ун ҫинче пулнӑ. Иисус Турӑ Ҫуртӗнче 41 Унӑн ашшӗ-амӑшӗ кашни ҫулах пасха уявне Иерусалима ҫӳренӗ. 42 Иисус вун икӗ ҫула ҫитсен, вӗсем ҫав йӑлапа Иерусалима уява пынӑ. 43 Уяв хыҫҫӑн Иосифпа Унӑн Амӑшӗ киле кайма ҫула тухнӑ, анчах Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнине вӗсем асӑрхаман. 44 Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе, пӗр куна яхӑн кайсан тин Ӑна хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем хушшинче шырама пуҫланӑ. 45 Анчах та Иисуса тупайман пирки, Ӑна шыраса, вӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. 46 Виҫӗ кунран тин вӗсем Иисуса Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ. 47 Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ. 48 Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вара Амӑшӗ Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр». 49 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Мана мӗншӗн шырарӑр? Эпӗ Хамӑн Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?» 50 Иисус мӗншӗн ҫапла каланине вӗсем ӑнланса илеймен. 51 Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ. 52 Иисус ӑслӑлансах, ӳссех пынӑ. Турӑ та, ҫынсем те Ӑна юратнӑҫемӗн ытларах юратнӑ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia