Лука 19 - Синодальный НЗ19-мӗш сыпӑк Иисуспа Закхей 1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗнӗ те урампа утса пынӑ. 2 Ҫав хулара налук пухакансен пуҫлӑхӗ, Закхей ятлӑ пӗр пуян ҫын, пурӑннӑ. 3 Вӑл Иисуса курасшӑн питӗ тӑрӑшнӑ, анчах хӑй лутра пирки халӑх хушшинчен Ӑна курайман. 4 Вара Закхей маларах чупса кайнӑ та Вӑл иртес тӗлти смоква йывӑҫҫи ҫине хӑпарса тӑнӑ. 5 Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», – тенӗ ӑна Иисус. 6 Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ. 7 Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ. 8 Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп». 9 «Паян Закхей кил-йышне ҫӑлӑнӑҫ ҫитрӗ, мӗншӗн тесен вӑл та Авраам ачи! 10 Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус. Вунӑ мина укҫа ҫинчен каланӑ ытарлӑх ( Мф. 25:14-30 ) 11 Ҫакна итлекен ҫынсене Вӑл тата тепӗр ытарлӑх каласа панӑ. Иисус Иерусалималла ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шутланӑ. 12 Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнас тесе, инҫетри ҫӗр-шыва кайма хатӗрленнӗ. 13 Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ. 14 Анчах ҫав ҫӗр-шывра пурӑнакансем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр!“ – тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ. 15 Хайхискер, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнсан, кӗмӗл укҫа парса хӑварнӑ чурисене чӗнтернӗ те кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине тӗпчеме тытӑннӑ. 16 Пӗр чури пынӑ та: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 17 „Аван, эсӗ ырӑ чура! Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана вунӑ хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ ӑна хуҫи. 18 Унтан иккӗмӗш чури те: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ. 19 „Сана та пилӗк хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ хуҫи ӑна. 20 Кайран виҫҫӗмӗшӗ пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам! Акӑ эсӗ парса хӑварнӑ мина, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм. 21 Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын: памасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“. 22 Хуҫи ӑна каланӑ: „Эй, усал чура! Эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплатӑп! Эпӗ хытӑ чунлӑ пулнине, памасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ. 23 Апла мӗншӗн ман кӗмӗл укҫана усламҫӑсене те пулин памарӑн? Тавӑрӑнсан эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм“. 24 Унтан хуҫа хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: „Унри пӗр мина укҫана илӗр те вунӑ мина укҫаллӑ чурама парӑр“. 25 „Хуҫамӑр, унӑн ахаль те вунӑ мина пур вӗт“, – тенӗ лешсем. 26 „Калатӑп сире: камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пур пеккине те туртса илӗҫ, – тенӗ хуҫа. 27 – Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“». Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни ( Мф. 21:1-11 ; Мк. 11:1-11 ; Ин. 12:12-19 ) 28 Ҫакна каласан Иисус малалла кайнӑ. Вӑл Иерусалим хулинелле хӑпарса пынӑ. 29 Елеон текен ту патӗнчи Вифагипе Вифани патне ҫывхарсан Вӑл икӗ вӗренекенне 30 ҫапла каласа янӑ: «Хамӑр умра ларакан ҫак яла кайӑр. Эсир унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака курӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 31 Кам та пулин сирӗнтен: „Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?“ – тесе ыйтсан, „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ“, – тейӗр». 32 Вӗренекенӗсем яла ҫитсен пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. 33 Ашакне вӗҫертнӗ чух хуҫисем вӗсенчен: «Ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» – тесе ыйтнӑ. 34 «Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ», – тенӗ лешсем. 35 Унтан вӗсем ашак тихине ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен тумтирне хунӑ, ашак ҫине Иисуса утлантарнӑ. 36 Ашак ҫине утланнӑ Иисус пынӑ чух ҫынсем хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ. 37 Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли вырӑна ҫитсен вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ мӗн пур хӑватсемшӗн Турра мухтаса, савӑнса хытӑ кӑшкӑрма пуҫланӑ: 38 «Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!» 39 Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, Хӑвӑн вӗренекенӳсене чар!» – тенӗ. 40 «Калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене хирӗҫ, – вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ». Иисус Иерусалимшӑн йӗни 41 Иерусалим патне ҫывхарсан Иисус хула ҫине пӑхнӑ та ун шӑпишӗн хурланса йӗрсе янӑ. 42 Вара ҫапла каланӑ: «Эх, Иерусалим! Хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине эсӗ ҫак кунсенче те пулин пӗлес пулсанччӗ, анчах та вӑл халӗ саншӑн пытарӑнчӑк. 43 Акӑ кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сана хупӑрласа илӗҫ, йӗри-тавра шӑтӑксем чавӗҫ, пур енчен те хӗстерсе ҫитерӗҫ. 44 Вӗсем сана та, ачусене те тӗп тӑвӗҫ; ҫак вырӑнта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн патна Турӑ килнӗ вӑхӑта пӗлеймерӗн». Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни ( Мф. 21:12-17 ; Мк. 11:15-19 ; Ин. 2:13-22 ) 45 Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ, 46 вӗсене ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑм – кӗлӗ ҫурчӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ!» 47 Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ, 48 анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia