Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Лука 18 - Синодальный НЗ


18-мӗш сыпӑк Тӑлӑх арӑмпа тӳрӗ мар судья

1 Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:

2 «Пӗр хулара судья пурӑннӑ, вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсене те ним вырӑнне хуман.

3 Ҫав хуларах тата тӑлӑх арӑм пулнӑ. Вӑл ялан ҫав судья патне пырса: „Мана хампа хирӗҫекен ҫынран хӳтӗлесемччӗ,“ – тесе йӑлӑннӑ.

4 Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп!

5 Анчах ку тӑлӑх арӑм мана пӗртте канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа ун ыйтӑвне татса парам, урӑх аптӑратса ан ҫӳретӗр“».

6 «Тӳрӗ мар судья мӗн каланине астӑвӑр, – тенӗ унтан Хуҫамӑр.

7 – Кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса ыйтсан Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, васкаман пек туйӑнсан та, хӳтӗлесе хӑвармӗ-и?

8 Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?»


Фарисейпа налук пухакан ҫинчен каланӑ ытарлӑх

9 Ытти ҫынсенчен йӗрӗнсе, эпир кӑна тӳрӗ пурӑнатпӑр тесе шутлакансене Иисус ҫакӑн пек ытарлӑх каласа кӑтартнӑ:

10 «Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей пулнӑ, тепри – налук пухакан.

11 Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар.

12 Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑп“.

13 Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“

14 Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ».


Иисус ачасене пиллет
( Мф. 19:13-15 ; Мк. 10:13-16 )

15 Иисус аллипе сӗртӗнтӗр тесе Ун патне ҫынсем пӗчӗк ачисене те илсе пынӑ; ҫавна курсан вӗренекенӗсем вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ.

16 Анчах та Иисус, ачасене Хӑй патне чӗнсе илсе, вӗренекенӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн.

17 Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».


Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк
( Мф. 19:16-30 ; Мк. 10:17-31 )

18 Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: «Эй, Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?»

19 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар.

20 Пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн: мӑшӑрна ан ултала, ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, аҫу-аннӳне хисепле».

21 «Эпӗ вӗсене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп», – тенӗ лешӗ.

22 Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».

23 Капла каланине илтсен пуян ҫын салхуланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ.

24 Иисус вара, вӑл салхуланнине курса, ҫапла каланӑ: «Пуянсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле йывӑр!

25 Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».

26 Ҫакна илтнӗ ҫынсем: «Эппин кам ҫӑлӑнма пултарӗ?» – тесе ыйтнӑ.

27 Иисус каланӑ: «Этем пултарайманнине Турӑ пултарать».

28 Петр Ӑна каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр».

29 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам та кам хӑйӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене Турӑ Патшалӑхӗшӗн пӑрахать,

30 вӑл кунти пурӑнӑҫрах чылай ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».


Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калани
( Мф. 20:17-19 ; Мк. 10:32-34 )

31 Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ.

32 Ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине тытса парӗҫ, лешсем Унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурса пӗтерӗҫ,

33 чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, унтан вӗлерӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».

34 Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен, вӗсемшӗн ҫав сӑмахсем пытарӑнчӑк пулнӑ. Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ.


Суккӑр ҫынна сыватни
( Мф. 20:29-34 ; Мк. 10:46-52 )

35 Иисус Иерихон хули патне ҫывхарса пынӑ. Унта пӗр суккӑр ҫын ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ.

36 Вӑл юнашарах халӑх иртнине илтнӗ те: «Унта мӗн тӑваҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ.

37 Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ.

38 Вӑл вара: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.

39 Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ. Анчах суккӑр ҫын тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ.

40 Иисус чарӑннӑ та суккӑра Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Хайхискер Ун патне пырсан Иисус унран:

41 «Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тесе ыйтнӑ. «Эй, Хуҫамӑр! Манӑн куракан пуласчӗ», – хуравланӑ лешӗ.

42 Иисус ӑна каланӑ: «Куракан пул! Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ».

43 Суккӑр ҫав самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавна курсан пӗтӗм халӑх Турра мухтама пуҫланӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ