Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Лука 16 - Синодальный НЗ


16-мӗш сыпӑк Кил-ҫурт пӑхакан ултавҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх

1 Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр пуян ҫыннӑн кил-ҫурт пӑхса тӑраканни пулнӑ. Вӑл хуҫин пурлӑхне салатса пӗтерни ҫинчен хайхи пуяна хыпар ҫитернӗ.

2 Вара хуҫи ӑна чӗнтернӗ те: „Сан ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм. Ман пурлӑха епле упрани ҫинчен явап пар, текех ӗнтӗ эсӗ кил-ҫурт пӑхса тӑмӑн“, – тенӗ.

3 Кил-ҫурт пӑхакан хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: „Мӗн тӑвас-ши ӗнтӗ манӑн? Хуҫам мана ӗҫрен кӑларса ярать. Ҫӗр чавма эпӗ пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп.

4 Ӗнтӗ кунтан кӑларса ярсан мана кам та пулин хӑй патне илтӗр тесен, мӗн тумаллине тинех ӑнкарса илтӗм“.

5 Вӑл вара хуҫине парӑма кӗнӗ ҫынсене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе илнӗ. „Ман хуҫаран эсӗ мӗн чухлӗ кивҫен илнӗ?“ – ыйтнӑ вӑл малтанхи ҫыннинчен.

6 „Ҫӗр кӑкшӑм олив ҫӑвӗ“, – тенӗ лешӗ. Кил-ҫурт пӑхакан ӑна каланӑ: „Хӑвӑртрах лар та парӑм хучӗ ҫине аллӑ тесе ҫыр“.

7 „Эсӗ тата мӗнпе парӑма кӗнӗ?“ – ыйтнӑ унтан тепринчен. „Ҫӗр михӗ тулӑ“, – тенӗ хайхискер. Вӑл ӑна та: „Парӑм хутне ил те сакӑр вуннӑ тесе ҫырса хур“, – тенӗ.

8 Ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хуҫи вара хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхакан ултавҫӑна мухтанӑ. Чӑнах та, ку тӗнче ҫыннисем хӑйсем хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах.

9 Эпӗ те сире калатӑп: ку тӗнчери таса мар мулӑрпа усӑ курса та хӑвӑр валли тус-тӑвансем тупӑр. Кайран, хӑвӑр ҫука юлсан, сире ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илӗҫ.

10 Сахалра шанчӑклӑ ҫын нумаййинче те шанчӑклӑ; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлӑ.

11 Ҫавӑнпа ӗнтӗ, сире ку тӗнчери ултавлӑ мула та шанса пама ҫук пулсан, тӳпери чӑн-чӑннине кам шанса парӗ?

12 Ют ҫын пурлӑхне шанса пама ҫук пулсан, апла хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ?

13 Нимӗнле тарҫӑ та харӑсах икӗ хуҫана юраймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».


Саккун тата Турӑ Патшалӑхӗ
( Мф. 11:12-13 )

14 Укҫа юратакан фарисейсем те ҫак сӑмахсене илтнӗ. Вара вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ.

15 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр.

16 Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет.

17 Ҫапах та саккунри пӗр сас палли те ҫухалмасть. Вӑл пӗтиччен ҫӗрпе пӗлӗт пӗтӗ.

18 Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса урӑххине качча илсен, мӑшӑрне улталать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».


Пуянпа Лазарь

19 Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.

20 Ҫав пуянӑн хапхи умӗнче кӗсенленсе кайнӑ Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ выртнӑ.

21 Вӑл пуян сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ. Унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫулланӑ.

22 Кӗлмӗҫ вилнӗ те, ангелсем ӑна Авраам патне пӗлӗт ҫине илсе кайнӑ. Пуян ҫын та вилнӗ, ӑна пытарнӑ.

23 Вӑл тамӑкра асапланнӑ чух ҫӳлелле пӑхнӑ та инҫетре Авраама тата унпа юнашар тӑракан Лазаре курнӑ.

24 „Эй, Авраам мӑн асатте, хӗрхен мана! – тесе кӑшкӑрнӑ пуян. – Лазаре ярсам, типнӗ ҫӑварӑма тумлам шывпа йӗпеттӗрччӗ! Эпӗ ҫак ҫулӑм ӑшӗнче питӗ асапланатӑп-ҫке!“

25 Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн.

26 Унтан та ытларах, ку енчен леш енне каҫма та, леш енчен ку енне каҫма та май ҫук, мӗншӗн тесен сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта тӗпсӗр шырлан“.

27 Вара пуян йӑлӑнса ыйтнӑ: „Эй, мӑн асаттем, тархаслатӑп сана, Лазаре эсӗ атте килне ярсамччӗ.

28 Унта манӑн татах пилӗк шӑллӑм пур-ҫке! Вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗр, вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ!“

29 Авраам ӑна каланӑ: „Вӗсен Моисей тата пророксем пур. Вӗсем ҫавсене итлеччӗр“.

30 „Ҫук, Авраам мӑн асатте, – хирӗҫленӗ пуян, – вилнисенчен кам та пулин кайса каласан, вӗсем ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнӗччӗҫ“.

31 Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ