Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Лука 15 - Синодальный НЗ


15-мӗш сыпӑк Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх
( Мф. 18:12-14 )

1 Пӗррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн пынӑ.

2 Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.

3 Вӑл вара вӗсене ҫак ытарлӑха каласа кӑтартнӑ:

4 «Сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пултӑр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне хире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и?

5 Сурӑхне тупсан вӑл, савӑнса, ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ.

6 Вара килне илсе пырсан хӑйӗн тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ сурӑха тупрӑм!“ – тейӗ.

7 Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ».


Ҫухалнӑ кӗмӗл укҫа ҫинчен каланӑ ытарлӑх

8 «Е пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗрне ҫухаттӑр. Вӑл вара ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑпӑрпа шӑлса укҫине тупичченех тӑрӑшса шырамӗ-и?

9 Укҫине тупсан вӑл тус-тантӑшӗсене, кӳршӗ хӗрарӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ укҫана тупрӑм!“ – тейӗ.

10 Калатӑп сире: ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗннишӗн те Туррӑн ангелӗсем ҫавӑн пекех савӑнаҫҫӗ».


Аташнӑ ывӑл ҫинчен каланӑ ытарлӑх

11 Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ.

12 Кӗҫӗнни ашшӗ патне пынӑ та: „Атте, хама тивӗҫлӗ пурлӑха мана уйӑрса пар!“ – тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑх уйӑрса панӑ.

13 Часах кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗнне пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та инҫетри ҫӗр-шыва тухса кайнӑ. Унта путсӗр пурӑнса вӑл хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ.

14 Пурлӑхӗ пӗтнӗ хыҫҫӑнах ҫав ҫӗр-шывра йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ, вӑл вара аптӑраса ҫитнӗ.

15 Унтан пӗр ҫын патне тарҫа кӗнӗ. Лешӗ ӑна хӑйӗн сыснисене пӑхма хире янӑ.

16 Ҫимелли нимӗн те паманран вӑл сысна апачӗпе тӑранса пурӑнма та хатӗр пулнӑ.

17 Юлашкинчен вӑл шухӑшласа илнӗ те: „Аттем килӗнче мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраничченех ҫӑкӑр ҫиет, эпӗ кунта выҫӑ вилетӗп! – тенӗ.

18 – Ӗнтӗ атте патне тавӑрӑнам та ӑна калам: Эй, атте! Эпӗ Турӑ умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм,

19 ывӑлу ятне илтме те тивӗҫсӗр! Ҫапах мана ху патна тарҫа илсем, – теем“.

20 Унтан вӑл ашшӗ патне кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякран курсанах хӗрхеннӗ, хирӗҫ чупса пынӑ та ыталаса чуптунӑ.

21 „Эй, атте! – тенӗ ӑна ывӑлӗ. – Эпӗ Турӑ умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ывӑлу ятне илтме те тивӗҫсӗр!“

22 Ашшӗ хӑйӗн чурисене ҫапла каланӑ: „Чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна. Пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнма пушмак парӑр.

23 Самӑртнӑ пӑрӑва ҫавӑтса килсе пусӑр, ӗҫсе ҫиер, савӑнар!

24 Ку ывӑлӑм манӑн вилнӗччӗ, халӗ акӑ чӗрӗлчӗ! Ҫухалнӑччӗ, акӑ тупӑнчӗ!“ Унтан вӗсем ӗҫсе-ҫисе савӑнма пуҫланӑ.

25 Ҫав вӑхӑтра аслӑ ывӑлӗ хирте пулнӑ. Тавӑрӑннӑ чухне вӑл килӗнче савӑнса юрланине илтнӗ.

26 Вара пӗр тарҫине чӗнсе илнӗ те: „Кунта мӗн тӑваҫҫӗ?“ – тесе ыйтнӑ.

27 Тарҫи ӑна каланӑ: „Сан шӑллу тавӑрӑнчӗ, вӑл сывӑ тавӑрӑннӑшӑн савӑннипе аҫу самӑртнӑ пӑрӑва пустарчӗ“.

28 Аслӑ ывӑлӗ питӗ ҫилленнӗ, килне те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ.

29 Анчах вӑл ашшӗне хирӗҫ каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн тарҫӑ пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах юлташсемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн!

30 Аскӑн арӑмсемпе ҫӳресе пурлӑхне салатнӑ ывӑлу килнӗ те, эсӗ уншӑн самӑртнӑ пӑрӑва пустарнӑ“.

31 „Эй, ывӑлӑм! – тенӗ ашшӗ ӑна. – Эсӗ яланах манпа пӗрле. Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпех санӑн.

32 Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ