Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Коринфсем патне 2-мӗш 9 - Синодальный НЗ


9-мӗш сыпӑк Ӗненекенсене пулӑшасси

1 Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар,

2 мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ.

3 Анчах та эпӗ сире ку тӗлӗшӗнчен мухтани пустуй ан пултӑрччӗ тесе, каланӑ пекех, сире хатӗрлесе ҫитермешкӗн сирӗн патӑра тӑвансене ятӑм.

4 Ахальлӗн, пирӗнпе пӗрле Македонири ӗненекенсенчен кам та пулин сирӗн патӑра пырсан, сирӗн пулӑшӑвӑр хатӗр маррине курсан, сире мухтаса ҫапла шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑр намӑс курасси пирки шарламастӑп та.

5 Ҫавӑнпа та тӑвансене сирӗн патӑра маларах ҫитсе хӑвӑр пухма шантарнӑ пулӑшӑва хатӗрлесе ҫитерме ӳкӗте кӗртес терӗм. Эсир пулӑшни хистесех илни пек мар, ырӑ сунса пани пек пултӑрччӗ терӗм.

6 Ҫакна ан манӑр: вӑрлӑхне сахал акакан сахал вырса илӗ, нумай акакан вара нумай вырса илӗ.

7 Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать.

8 Турӑ хӑватлӑ: сирӗн яланах пур тӗлӗшӗнчен те ҫителӗклӗ пурӑнса, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫсем тума май пултӑр тесе, Вӑл сире тӗрлӗ ырӑлӑхне туллиех парӗ.

9 Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «вӑл салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ; унӑн тӗрӗслӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать».

10 Акаҫӑна акмашкӑн вӑрлӑх, ҫимешкӗн ҫӑкӑр Параканӗ сире акмашкӑн нумай вӑрлӑх парӗ, сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑртан тулӑх тыр-пул ӳстерӗ.

11 Яланах хӗрхенмесӗр пулӑшмашкӑн Турӑ сире пур тӗлӗшӗнчен те пуйтарӗ. Пирӗн урлӑ пулса иртекен ырӑ кӑмӑллӑхшӑн ҫынсем Турра тав тӑвӗҫ.

12 Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ – ӗненекенсене пулӑшасси – вӗсен ҫитменнине ҫитерет кӑна мар, чылайӑшӗн чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт ҫуратать.

13 Вӗсем, сирӗн ӗҫӗн уссине курсан, эсир Христосӑн хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпарӗ хушнине тунӑшӑн, пурри-ҫуккине хӑйсемпе те, ытти ӗненекенсемпе те чунтан пайланӑшӑн Турра мухтӗҫ.

14 Турӑ ырӑлӑхӗ сирӗнте туллиех пулнишӗн сире кӑмӑлласа, вӗсем сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ.

15 Эппин, калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панишӗн Турра тав!

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ