Коринфсем патне 2-мӗш 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк 1 Ҫапла вара, эпӗ сирӗн патӑра пырса татах кулянтарса ҫӳрес темерӗм. 2 Сире кулянтарсан мана савӑнтараканӗ кам пулӗ? Эсирех, хам кулянтарнисемех, мар-и вара? 3 Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп. 4 Ҫырасса та эпӗ сирӗн патӑра питӗ хуйхӑллӑ, суранлӑ чӗрепе, вӗри куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мӗн тери юратнине пӗлччӗр терӗм. Кӳрентерекенсене каҫарасси 5 Мана кӳрентерекен те пулчӗ-ха, анчах вӑл мана кӑна мар, сире пурсӑра та пӑртак кӳрентерчӗ. Ӳстерсе калас мар тенӗрен пӑртак тетӗп-ха. 6 Ҫавнашкал ҫыншӑн нумайӑшӗ питлени хӑех айӑплани пулӗ. 7 Ӗнтӗ вӑл ытлашши хуйха ан ӳктӗр тесен, эсир ӑна каҫарни, лӑплантарни вырӑнлӑрах. 8 Ҫавӑнпа та тархасласах ыйтатӑп: хӑвӑр ӑна малтанхиллех юратнине кӑтартса парӑр. 9 Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ. 10 Эсир кама каҫаратӑр, эпӗ те ӑна каҫарӑп. Эпӗ те, кама та пулин каҫарсан, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫаратӑп. 11 Ҫапла туни пире шуйттан ҫиеле тухасран хӑтарать; унӑн киревсӗр шухӑшӗсем пирӗншӗн паллӑ. Павел канӑҫсӑрлӑхӗ тата лӑпланӑвӗ 12 Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ. 13 Ҫапах та манӑн ӑшӑм вӑркарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ унта Тит тӑванӑмӑра тупаймарӑм. Вара унтисемпе сывпуллашрӑм та Македоние тухса кайрӑм. 14 Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать. 15 Эпир Турӑшӑн – Христосӑн техӗмлӗхӗ. Ҫав ырӑ шӑршӑ ҫӑлӑнакансем хушшинче те, пӗтекенсем хушшинче те сарӑлать. 16 Пӗрисемшӗн эпир вилӗм кӳрекен пӗтмелли шӑршӑ, теприсемшӗн – чӗрӗлӗх паракан пурӑнӑҫ шӑрши. Ҫак тивӗҫе кам хӑй ҫине илме пултарӗ? 17 Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia