Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Коринфсем патне 2-мӗш 10 - Синодальный НЗ


10-мӗш сыпӑк Павел хӑйӗн апостол ӗҫне хӳтӗлени

1 Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп.

2 Сирӗн патӑра пырсассӑн мана хаяр та ҫирӗп пулма сӑлтав ан парӑрах. Хӑш-пӗрисен шухӑшӗпе, эпир хамӑра ҫак тӗнче ҫыннисем пекех тыткалатпӑр имӗш; вӗсене вара ҫирӗплӗхӗме кӑтартас шухӑш пур манӑн.

3 Мӗншӗн тесен эпир ҫак тӗнчерех пурӑнатпӑр пулин те, Ырӑ Хыпаршӑн ҫак тӗнчерисен мелӗсемпе ҫапӑҫмастпӑр.

4 Пирӗн ҫар хатӗрӗ ку тӗнчери мар, Турӑ хӑвачӗпе вӑл крепоҫсене те аркатаять. Унпа эпир хамӑра хирӗҫле ӑслӑ пек шухӑшсене те,

5 Турра пӗлессине хирӗҫлекен кирек епле мӑнкӑмӑллӑха та аркататпӑр; кирек епле шухӑш-ӗмӗте те Христос ирӗкне пӑхӑнтармашкӑн тыткӑна илетпӗр.

6 Эсир Христоса пӗтӗм чун-чӗререн пӑхӑнсан вара эпир кирек епле итлеменлӗхшӗн те явап тыттарма хатӗр.

7 Ҫынна тулашӗнчен пӑхса кӑна хаклатӑр-и? Кам хӑйне хӑй Христоспа пӗрлӗхлӗ тет, ҫав, хӑйӗнпе танлаштарса, пирӗн ҫинчен те хӑйӗн пекех Христоспа пӗрлӗхлӗ тесе шутлатӑр.

8 Эпӗ хамӑра Хуҫамӑр панӑ ирӗкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намӑса юлмӑп; пире ҫав ирӗке чунӑрсене аркатма мар, ҫирӗплетме панӑ.

9 Эпӗ сире ҫырусемпе кӑна хӑратнӑн ан туйӑнтӑр тата.

10 «Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.

11 Унашкаллисем ҫакна пӗлсе тӑччӑр: аякран эпир мӗн каласа ҫыратпӑр, куҫкӗрет ӗҫӗмӗрте те ҫавнашкалах.

12 Хамӑра эпир хӑйсене мӑнна хуракансемпе танлаштарма е пӗр картлашка ҫине лартма хӑяймастпӑр. Вӗсем хӑйсене хӑйсем хакласа, хӑйсен виҫипе виҫсе, ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ.

13 Эпир виҫесӗр мухтанмастпӑр. Мухтанмалли ӗҫӗмӗрӗн анине пире Турӑ чикӗлесе панӑ. Эсир те ҫав ана ҫинчех.

14 Енчен те эпир сирӗн патӑра Христосӑн Ырӑ Хыпарне ҫитермен пулсан, пире чиккине пӗлмесӗр мухтанатӑр теме пулатчӗ, анчах та эпир Ырӑ Хыпар пӗлтерсе сирӗн пата та ҫитнӗ вӗт-ха.

15 Чикӗ урлӑ каҫса ыттисен ӗҫӗпе мухтанас шухӑш вара пирӗн ҫук. Анчах та ӗненӗвӗр ҫирӗпленсе пынӑҫемӗн сирӗн хушшӑрти ӗҫӗмӗр сулмаклӑрах пуласса шанатпӑр.

16 Вара эпир Ырӑ Хыпара ытти ҫӗр-шывсенче те ӳкӗтлесе вӗрентӗпӗр, паллах, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе, янттипе, эпир мухтанмӑпӑр.

17 Мухтанас текен Хуҫа Турӑпа мухтантӑр.

18 Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ