Коринфсем патне 1-мӗш 5 - Синодальный НЗ5-мӗш сыпӑк Аскӑнлӑха питлени 1 Сирӗн хушшӑрта аскӑнланасси пур текен сӑмах тухрӗ. Унашкал аскӑнлӑха чӑн Турра пӗлмен халӑхсем хушшинче те кураймӑн: сирӗнтен пӗри амаҫурипе пурӑнать тет. 2 Сирӗн ҫавнашкал хӑтланакана хӑвӑр ушкӑнтан хӑваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырӑнне, мӑнаҫланса ҫӳретӗр. 3 Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чун-чӗмпе эпӗ сирӗнпе. Ҫавнашкал хӑтланакана, хам сирӗн хушшӑрта пулнӑ пекех, ҫапла айӑп хума шут тытрӑм. 4-5 Эсир Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пуху пуҫтарӑр, чун-чӗмпе унта эпӗ те пулӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫитсессӗн ҫав ҫыннӑн чунӗ ҫӑлӑнтӑр тесен, эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗпе ҫав ҫынна, ӳт-пӗвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парӑр. 6 Мухтанмалли сирӗн нимех те ҫук. Сахал кӑвас тӗпӗ пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир? 7 Эппин, ҫӗнӗ чуста пулас тесен, кивӗ кӑвас тӗпне хырса тӑкӑр. Эсир ҫӗнӗ, йӳҫӗтмен чуста, мӗншӗн тесен пирӗн пасха Путеккине, Христоса, пирӗншӗн парнелӗхе кӳнӗ. 8 Ҫавӑнпа та пасхӑна кивӗ кӑвас тӗпӗпе – ҫылӑхпа тата усаллӑхпа – йӳҫӗтсе пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа мар, тасалӑхпа чӑнлӑхӑн тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрӗпе уявлар! 9 Аскӑн ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр тесе эпӗ сирӗн патӑра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. 10 Паллах, ҫак тӗнчери мӗн пур аскӑн, ҫӑткӑн, хапсӑнчӑк, кӗлеткене пуҫҫапакан ҫынсемпе ан хутшӑнӑр теместӗп эпӗ. Унашкаллисемпе хутшӑнас мар тесен сирӗн ку тӗнчерен пуҫӗпех каймалла пулса тухать. 11 Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ. 12 Ӗненекен ушкӑнра маррисене айӑпласси ман ӗҫ-им? Хӑвӑр ушкӑнрисене вара хӑвӑрӑнах айӑпламалла мар-и? 13 Ушкӑн тулашӗнчисене Турӑ айӑплӗ. Пӑсӑк ҫынна вара хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia