Коринфсем патне 1-мӗш 3 - Синодальный НЗ3-мӗш сыпӑк Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем 1 Эй, тӑвансем! Ӗнтӗ эпӗ сирӗнпе Сывлӑшшӑн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек мар, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христос ӗненӗвӗнчи пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм. 2-3 Ӳтшӗн пурӑннӑран эсир хытӑ ҫимӗҫ ҫиейместӗрччӗ, халӗ те шӑл витерейместӗр, ҫавӑнпа эпӗ сире сӗтпе тӑрантартӑм. Сирӗн хушшӑрта кӗвӗҫӳ, харкашу, хирӗҫӳ пур пулсассӑн эсир ӳтшӗн пурӑнакансемех мар-и вара? Этем йӑли-йӗркипе пурӑнакансемех мар-и вара? 4 Енчен те пӗри: «Эпӗ Павел майлӑ», тепри: «Эпӗ Аполлос майлӑ», – тет пулсан, эсир ӳтшӗн пурӑнакансем кӑна мар-и? 5 Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать. 6 Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ. 7 Ҫавӑнпа акакан та, шӑваракан та нимех те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет. 8 Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ. 9 Мӗншӗн тесен эпир – Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем, эсир – Туррӑн уй-хирӗ, Туррӑн ҫурчӗ. 10 Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр. 11 Мӗншӗн тесен хывнӑ никӗс вӑл – Иисус Христос. Унран урӑххине никам та хываймӗ. 12 Ҫав никӗс ҫине кам мӗнрен ҫурт хӑпартни: ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулсенчен-и, йывӑҫран-и, хыт-хураран-и, улӑмран-и, – 13 кашнин ӗҫӗ юлашки кун палӑрӗ. Ҫав кун вутланса килӗ, вара кашнин ӗҫӗ мӗн тӗшне тӑни вутпа тӗрӗсленӗ. 14 Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ. 15 Камӑн ӗҫӗ вутра ҫунса кайӗ, ҫав инкек тӳсӗ. Ҫынни хӑй вара аран-аран, вутран хӑтӑлнӑ пек, хӑтӑлӗ. 16 Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ пулнине, хӑвӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пуррине пӗлместӗр-им эсир? 17 Турӑ ҫуртне аркатакана хӑйне Турӑ аркатать, мӗншӗн тесен Турӑ ҫурчӗ таса; ҫав ҫурт вӑл – эсир. 18 Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр. 19 Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать». 20 Тепӗр тӗлте тата ҫапла каланӑ: «Ӑсчахсен шухӑшӗсем усӑсӑррине Хуҫамӑр пӗлет». 21 Ҫапла вара, этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесен пурте сирӗн: 22 Павел та, Аполлос та, Кифа та, тӗнче те, пурӑнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирӗн. 23 Эсир – Христосӑн, Христос вара – Туррӑн. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia