Коринфсем патне 1-мӗш 16 - Синодальный НЗ16-мӗш сыпӑк Чухӑн ӗненекенсене пулӑшасси 1 Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр. 2 Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр. 3 Эпӗ вара, пырсассӑн, пухнӑ пулӑшӑва Иерусалима леҫме хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене хут ҫырса парса ярӑп. 4 Хамӑн та каймалла пулсассӑн вӗсем манпа пырӗҫ. Ҫул ҫӳреме палӑртса хуни 5 Македони тӑрӑхӗсенче ҫӳресе ҫавӑрӑнсассӑн вара сирӗн патӑра ҫитӗп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пыма шухӑшлатӑп. 6 Пӗр вӑхӑт эпӗ сирӗн патӑрта пурӑнасшӑн, тен, хӗл каҫӑп та, кайран вара эсир мана каяс ҫӗре ӑсатса ярӑр. 7 Хальхинче эпӗ сирӗнпе ҫула май кӑна курнӑҫасшӑн мар, Хуҫа Турӑ пулӑшсан, сирӗн патӑрта пӗр вӑхӑт пурӑнасса шанатӑп. 8 Ефесра вара эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп. 9 Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай. 10 Тимофей сирӗн патӑра ҫитсессӗн унӑн нимрен те хӑраса пурӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тӑрӑшӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн вӑл манашкалах ҫунать. 11 Ҫавӑнпа та сирӗн хушшӑрта ун ҫине ҫӳлтен пӑхакан ан пултӑр. Ман патӑма тавӑрӑнмашкӑн ӑна эсир кӑмӑллӑн ҫула пуҫтарӑр. Эпӗ ӑна кунта ӗненекен тӑванӑмсемпе пӗрле кӗтетӗп. 12 Аполлос тӑванӑмӑр пирки вара ҫакна каламалла: сирӗн патӑра ытти тӑвансемпе пӗрле пыма эпӗ ӑна питӗ тархасларӑм, анчах та вӑл халь пыма кӑмӑл тумарӗ. Майлӑрах вӑхӑт тупӑнсассӑн пырӗ. Ҫыру вӗҫӗнче ыйтни. Саламсем 13 Сыхӑ тӑрӑр, ӗненӳре ҫирӗп пулӑр, паттӑр та вӑйлӑ пулӑр. 14 Мӗн тунине йӑлтах юратса тӑвӑр. 15 Эй, тӑвансем! Манӑн сирӗнтен акӑ мӗн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вӗсем Ахаияри малтанхи ӗненекенсем пулнине пӗлетӗр. Вӗсем ӗненекенсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. 16 Эсир ҫав малтанхи ӗненекенсемпе сӑпайлӑ пулӑр, Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлекенсене тата пулӑшакансене пурне те хисеплӗр. 17 Стефан, Фортунат тата Ахаик кунта килсе ҫитни мана савӑнтарчӗ, хам сирӗнпе пулманни те ытлах сисӗнмест. 18 Вӗсем ман чунӑма та, сирӗн чунӑра та лӑплантарчӗҫ. Ун пек ҫынсене хисеплӗр. 19 Аси тӑрӑхӗнчи ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ. Уйрӑммӑнах сире Акилӑпа Прискилла тата вӗсем патӗнче пухӑнакан ӗненекен ушкӑнрисем Хуҫа Турӑ ячӗпе салам калаҫҫӗ. 20 Мӗн пур ӗненекен тӑвансенчен сире салам. Эсир те пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. 21 Куна хамӑн аллӑмпах ҫыратӑп: эпӗ, Павел, сире салам яратӑп. 22 Иисус Христос Хуҫамӑра юратман ҫынсене вара ылхан пултӑр. Килсемччӗ, Хуҫамӑр! 23 Сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. 24 Эпӗ сире, Христос Иисуса ӗненекенсене, пурне те юрататӑп. Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia