Колоссӑсем патне 4 - Синодальный НЗ4-мӗш сыпӑк 1 Эй, хуҫасем! Чурӑрсемпе тӗрӗс те тӳрӗ пулӑр. Ҫакна астусах тӑрӑр: сирӗн те тӳпере Хуҫӑр пур. Чӗнсе каланисем 2 Турра ялан кӗлтӑвӑр; тимлесе, тав туса кӗлтӑвӑр. 3 Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та. 4 Ӳкӗт сӑмахӗсене манӑн кирлӗ пек вӗрентмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 5 Ӗненменнисемпе хутшӑнни сая ан кайтӑр тесен, хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр. 6 Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр. Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем 7 Ман ҫинчен сире ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑр, Хуҫамӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи, ӗҫри юлташӑм Тихик каласа парӗ. 8 Эсир мӗнле пурӑннине пӗлме, сире хавхалантарма эпӗ ӑна сирӗн пата ятӑм. 9 Унпа пӗрле тата Турра чунтан парӑннӑ, ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑра Онисима ятӑм. Вӑл сирӗн хушшӑртан тухнӑскерех. Вӗсем сире кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. 10 Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.) 11 Тата сире Иуст текен Иисус та салам калать. Иудейсенчен ҫавсем кӑна Турӑ Патшалӑхӗшӗн манпа пӗрле ӗҫлесе тӑчӗҫ, маншӑн чун уҫҫи пулчӗҫ. 12 Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать. 13 Вӑл сирӗншӗн тата Лаодикипе Иерапольти ӗненекенсемшӗн питӗ тӑрӑшнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп. 14 Пирӗн савнӑ тухтӑр Лука тата Димас сире салам яраҫҫӗ. 15 Лаодикири ӗненекен тӑвансене, Нимфана тата ун килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑнрисене пирӗнтен салам калӑр. 16 Ҫак ҫырӑва хӑвӑр вуласа тухсассӑн ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнрисене вулаттарӑр. Хӑвӑр вара эпир Лаодикине ҫырса янине илсе вулӑр. 17 Архипа ҫакна калӑр: «Асту, Хуҫа Турӑ сана Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе лайӑх ту». 18 Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асра тытӑр. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia