Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Колоссӑсем патне 2 - Синодальный НЗ


2-мӗш сыпӑк

1 Сирӗншӗн тата Лаодикири, Иерапольти тӑвансемшӗн, тата мана курман-пӗлмен мӗн пур ӗненекенсемшӗн хам епле паттӑррӑн кӗрешнине манӑн сире пӗлтерес килет.

2 Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп.

3 Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.

4 Ҫакна эпӗ сире суя сӑмаха чӑн туса вӗрентекенсем пӗри те ан улталайччӑр тесе калатӑп.

5 Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чунӑмпа эпӗ сирӗнпех: эсир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннишӗн, Христоса ҫирӗп ӗненнишӗн питӗ хӗпӗртетӗп.


Христоспа пӗрлӗхлӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ туллилӗхӗ

6 Ҫавӑнпа та, эсир Христос Иисус Хуҫамӑра ӗнентӗр пулсан, малалла та Унпа пӗрлӗхлӗн пурӑнӑр.

7 Тымар ярса Унпа тӗрекленӗр, хӑвӑра вӗрентнӗ ӗненӳпе ҫирӗпленӗр, Турра тав тусах тӑрӑр.

8 Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.

9 Тӗрӗссипе вара Унра, ӳтленсе килнӗскерте, Туррӑн пӗтӗм туллилӗхӗ пур.

10 Унпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран кӑна эсир те пурӑнӑҫ туллилӗхне илтӗр. Вӑл – ҫӳлти пуҫлӑхсемпе влаҫсен пуҫӗ.

11 Унпа пӗрлӗхлӗ пулнине эсир ӳт кастарса палӑртнӑ, анчах та сирӗн ӳтӗре этем аллипе касман. Сире Христос ӳт каснӑран эсир ҫылӑхлӑ ӳт-пӳ хӑвӑрпа хуҫаланнинчен хӑтӑлтӑр.

12 Эсир тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлех вилнӗ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турӑ хӑватне ӗненсе Христоспа пӗрлех чӗрӗлнӗ.

13 Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ.

14 Эпир те, ӳт кастарнисем, саккун тӑрӑх парӑмлӑччӗ. Ҫав парӑм хучӗ тӑрӑх пирӗн мӗн-мӗн тумаллине чӗрсе пӑрахса, хутне хӗрес ҫине ҫапса, Христос Хӑйӗн асапӗпе пирӗн парӑма пӗтернӗ.

15 Ҫапла Вӑл тӗттӗмлӗх пуҫлӑхӗсемпе влаҫӗсен вӑйне Хӑйӗн хӑвачӗпе пӗтерсе чаплӑн ҫӗнтернӗ, вӗсенчен тӗнче кулли тунӑ.

16 Эппин сире ӗҫме-ҫимене тиркеменшӗн е иудейсен уявне, ҫӗнӗ уйӑхне, шӑмат кунне тытса пыманшӑн никам та ан ӳпкелештӗр.

17 Мӗншӗн тесен ҫаксем йӑлтах – килмеллин мӗлки ҫеҫ пулнӑ, килмелли – Христос – халӗ Хӑй кунта.

18 Эсир ҫӗнсе илнӗ парнене хӑйсене хӑйсем мӗскӗн пек кӑтартса, ангелсене пуҫҫапса киленекен, хӑйсем курманнине тӗпчекен ҫынсем туртса ан илейччӗр. Хӑйсен ӑсӗпе сӑлтавсӑрах мухтанма юратаҫҫӗ пулин те, ӑсӗ вӗсен – ҫӗр ҫинчиллех.

19 Вӗсем пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ. Пуҫ йӗркелесе пынипе вара, шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе пӗтӗҫсе, пӗтӗм ӳт-пӳ Турӑ палӑртнӑ пек аталанать.

20 Ҫапла вара, эсир Христоспа пӗрле вилнӗ, этемӗн шухӑш варкӑшӗсенчен хӑпнӑ. Мӗншӗн-ха эппин, ҫак тӗнче ҫыннисем пек, авалхи йӗркесене пӑхӑнатӑр?

21 «Ӑна ан сӗртӗн», «куна ан ҫи», «ҫавна ан тӗкӗн», – тенине итлетӗр?

22 Ҫав чарнӑ ӗҫме-ҫиме вӑл хырӑмра ҫӗрмелли япала кӑна-ҫке! Эппин, йӑли-йӗрки те, вӗрентӗвӗ те – этем шухӑшласа кӑларнӑскерсем анчах.

23 Вӑл вӗрентӳсем ҫиелтен кӑна ӑслӑн курӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, хӑй ирӗкне Турӑ ирӗкӗ тени те, хӑйне мӗскӗн пек кӑтартса, ӳт-пӗвне хавшатса йӑпанни те ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайниех.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ