Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Иоанн 9 - Синодальный НЗ


9-мӗш сыпӑк Суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватни

1 Иртсе пынӑ чух Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.

2 Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: «Равви! Ҫак ҫын кама пула суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: хӑй е ашшӗ-амӑшӗ?»

3 «Вӑл хӑй те, ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, – хуравланӑ Иисус. – Турӑ хӑватне палӑртма ҫапла ҫуралнӑ вӑл.

4 Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест.

5 Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ – тӗнче ҫути».

6 Ҫакна каласан Иисус ҫӗре сурнӑ. Вара сурчӑкне тӑпрапа ҫӑрса пылчӑк тунӑ та унпа суккӑрӑн куҫне сӗрнӗ.

7 «Халӗ кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн», – тенӗ ӑна Иисус. Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса тавӑрӑннӑ. «Силоам» тени «янӑскер» тени пулать.

8 «Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и?» – тенӗ маларах вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсемпе кӳршисем.

9 «Ҫавӑ», – тенӗ пӗрисем. «Ҫук-ҫук, вӑл сӑнӗпе кӑна ун евӗрлӗрех», – хирӗҫленӗ теприсем. «Эпӗ чӑнах та ҫавӑ», – тесе ҫирӗплетнӗ вӑл хӑй.

10 Вара унран: «Санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ?» – тесе ыйта пуҫланӑ.

11 «Пӗр Ҫын, Иисус ятлӑскер, пылчӑк туса ман куҫӑма сӗрчӗ те Силоам шывӗпе кайса ҫӑвӑнма хушрӗ, – тенӗ ҫав ҫын. – Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм».

12 «Ӑҫта халӗ Вӑл?» – ыйтнӑ унран. «Пӗлместӗп», – тенӗ лешӗ.


Сывалнӑ ҫынна тӗпчени

13 Вара вӗсем суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ.

14 Иисус пылчӑк туса суккӑра сыватнӑ чух шӑмат кун пулнӑ.

15 Фарисейсем те унран куҫӗ епле уҫӑлнине тӗпченӗ. «Куҫӑма Вӑл пылчӑкпа сӗрчӗ, унтан эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм», – тенӗ вӑл.

16 «Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.

17 «Хӑвӑн куҫна уҫакан ҫинчен эсӗ мӗн калӑн?» – каллех ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран. «Вӑл – пророк», – тенӗ вара лешӗ.

18 Суккӑр ҫын куракан пулнине иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ниепле те ӗненесшӗн пулман. Вӗсем унӑн ашшӗпе амӑшне чӗнтернӗ.

19 «Суккӑр ҫуралнӑ текен ывӑлӑр ҫакӑ-и? – ыйтнӑ вӗсем ашшӗпе амӑшӗнчен. – Епле-ха вӑл халӗ куракан пулчӗ?»

20 «Эпир ку хамӑр ачах пулнине, вӑл суккӑр ҫуралнине кӑна пӗлетпӗр, – хуравланӑ ашшӗпе амӑшӗ.

21 – Халӗ епле куракан пулнине те, унӑн куҫне кам уҫнине те эпир вара пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр ара. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур».

22 Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ.

23 Ҫавӑнпа ӗнтӗ ашшӗ-амӑшӗ «Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур» тесе каланӑ.

24 Ҫапла вара, иудейсем куракан пулнӑ ҫынна татах тепӗр хут чӗнсе илнӗ. «Суймастӑп тесе Турра асӑн, – тенӗ вӗсем ӑна, – Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине эпир пӗлетпӗр».

25 «Ҫылӑхлӑ-и Вӑл, ҫылӑхлӑ мар-и – пӗлместӗп, – тавӑрса каланӑ хайхи, – пӗр ҫакна кӑна пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ вара куратӑп».

26 «Мӗн турӗ Вӑл сана? Санӑн куҫна епле уҫрӗ?» – татах ыйтнӑ унран.

27 «Эпӗ ӗнтӗ каларӑм, анчах эсир илтместӗр, – тавӑрнӑ ҫак ҫын. – Тата мӗн илтесшӗн эсир? Тен, эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн?»

28 «Унӑн вӗренекенӗ – эсӗ! – хӑтӑрса тӑкнӑ ӑна. – Эпир вара Моисей вӗренекенӗсем!

29 Турӑ Моисейпа калаҫнине эпир пӗлетпӗр. Ку Ҫын ӑҫтан иккенне вара пачах та пӗлместпӗр».

30 «Тӗлӗнмелле! – тенӗ куракан пулнӑ ҫын. – Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне те пӗлместӗр.

31 Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет.

32 Суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине халиччен илтменччӗ.

33 Ӑна кунта Турӑ яман пулсан, Вӑл нимӗн те тӑваймӗччӗ».

34 «Эсӗ, ҫылӑхлӑ ҫуралнӑскер, тата пире вӗрентесшӗн-и?» – тесе вӗсем ӑна хӑваласа янӑ.


Курнӑ ҫинчех курмастӑр

35 Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та ыйтнӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и?»

36 «Эй, ырӑ Ҫыннӑм, – тавӑрнӑ вӑл Иисуса, – Вӑл Кам пулнине каласамччӗ, вара эпӗ Ӑна ӗненӗттӗм».

37 «Эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать», – тенӗ Иисус.

38 Вара вӑл: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр», – тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ.

39 Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене суд тума килтӗм».

40 Ҫакна илтсен Унпа юнашар тӑракан хӑш-пӗр фарисейсем каланӑ: «Эпир те суккӑр-им вара?»

41 «Енчен те эсир суккӑр пулнӑ пулсан ҫылӑхлӑ пулмӑттӑр. Анчах та эсир „куратпӑр“ тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑрпах юлать», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ