Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Иаков ҫырӑвӗ 5 - Синодальный НЗ


5-мӗш сыпӑк Пуянлӑх пирки асӑрхаттарни

1 Эй, эсир, пуянсем! Хӑвӑра кӗтекен инкексемшӗн макӑрӑр, ӳлесе йӗрӗр!

2 Сирӗн пуянлӑх ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумтире кӗве ҫисе янӑ.

3 Ылтӑн-кӗмӗлӗр тутӑхнӑ. Ҫав тутӑх сире хирӗҫ кӑтартса параканӗ пулӗ, вӑл сирӗн ӳт-пӗвӗре вут пек пӗтерӗ. Эсир мул пухрӑр-пухрӑр, анчах та юлашки кунсем ҫитрӗҫ.

4 Сирӗн уйсене тарҫӑсем вырса пуҫтарчӗҫ, анчах та эсир вӗсене тӳлемерӗр. Выракансем халӗ сасӑпах йӗреҫҫӗ, вӗсен сассине Хуҫа Турӑ Саваоф илтрӗ.

5 Эсир ку тӗнчере иртӗхсе, киленсе пурӑнтӑр; ӗнтӗ пусма самӑртнӑ выльӑх пекех мӑнтӑрланса кайрӑр.

6 Эсир Тӳррине айӑп хурса вӗлертӗр, Вӑл вара сире хирӗҫ тӑмарӗ.


Чӑтӑмлӑх тата кӗлӗ

7 Эй, тӑвансем! Ҫапла вара Хуҫамӑр киличчен чӑтӑмлӑ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ паха тыр-пул туса илмешкӗн мӗн чухлӗ кӗтнине асра тытӑр: вӑл кӗрхи ҫумӑра та, ҫурхи ҫумӑра та чӑтӑмлӑн кӗтет.

8 Эсир те чӑтӑмлӑн кӗтӗр. Чун-чӗрӗрсене ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесен Хуҫамӑр тепре килес вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ.

9 Эй, тӑвансем! Айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелешӗр. Ӗнтӗ Суд тӑваканӗ алӑк умӗнчех тӑрать.

10 Эй, тӑвансемӗр! Асапсене тӳсмешкӗн, чӑтӑмлӑ пулмашкӑн эсир Хуҫамӑр ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр.

11 Нумай чӑтнисене эпир телейлисем тетпӗр. Эсир Иов чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен илтнӗ. Хуҫа Турӑ ирӗкӗпе унӑн асапӗсем мӗнле вӗҫленнине те пӗлетӗр. Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе хӗрхенӳлӗхӗ нумай.

12 Эй, тӑвансемӗр! Чӑн малтанах эсир тупа тума пӑрахӑр: ҫӗрпе те, пӗлӗтпе те – нимӗнпе те тупа ан тӑвӑр. Айӑпланмалла пулас мар тесессӗн сирӗн сӑмахӑр: «Ҫапла, ҫапла» тата «Ҫук, ҫук», – тени кӑна пултӑр.

13 Сирӗнтен кам та кам инкеке лексен, кӗлтутӑр. Кам та кам савӑнӑҫлӑ пулсан, псаломсем юрлатӑр.

14 Кам та кам чирлесен, Хӑй патне Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнтӗр. Вӗсем уншӑн кӗлтуччӑр, Хуҫамӑр ячӗпе чирлин пуҫне елей сӗрччӗр.

15 Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.

16 Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать!

17 Илия пирӗн пек ҫынах пулнӑ. Вӑл ҫумӑр ан ҫутӑрччӗ тесе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ та – виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫӗр ҫине тумлам ҫумӑр та ӳкмен.

18 Кайран татах кӗлтунӑ та – тӳпе ҫумӑр ярса панӑ, ҫӗр тулӑх тырпул ӳстернӗ.

19 Эй, тӑвансем! Сирӗнтен пӗри-пӗри чӑнлӑхран пӑрӑнса кайсан, тепри ӑна чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑртӑр.

20 Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: суя ҫултан чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑракан ҫын хайхи ҫылӑха кӗнин чунне вилӗмрен ҫӑлса хӑварать, ҫапла майпа нумай-нумай ҫылӑх каҫарӑнӗ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ