Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Иаков ҫырӑвӗ 4 - Синодальный НЗ


4-мӗш сыпӑк Тӗнчепе туслӑ пулни

1 Эсир пӗр-пӗринпе хирӗҫни, харкашни мӗнрен килет-ха? Ӳт-пӗвӗре ҫылӑхлӑ кӑмӑл алхастарнинчен мар-и вара?

2 Ӗмӗтленетӗр те – ӗмӗтӗр ҫитмест. Вӗлермеллех кӗвӗҫетӗр те – кӑмӑлӑр ҫапах тулмасть. Хирӗҫетӗр, харкашатӑр – илес тени сирӗн ҫаплах ҫук, мӗншӗн тесен Турра тархасламастӑр.

3 Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр.

4 Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.

5 Е Ҫырнинче ҫак сӑмахсене ахаль каланӑ пулӗ тетӗр-и? Акӑ вӑл сӑмахсем: «Турӑ пирӗн ӑшри Хӑйӗн сывлӑшне кӗвӗҫес таранах савать».

6 Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».

7 Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ.

8 Турӑ патне пырӑр, вара Вӑл та сирӗн патӑра пырӗ. Эй, ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Эй, икӗ питлисем, чун-чӗрӗре тӳрлетӗр.

9 Хуйхӑрӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр! Эсир кулни – йӗнине куҫтӑр, эсир савӑнни – куляннине куҫтӑр.

10 Хуҫа Турӑ умӗнче мӗскӗн пулӑр, Вӑл вара сире асла кӑларӗ.


Ӗненекен тӑванӑра ан айӑплӑр

11 Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗрне ан хурлӑр. Кам тӑванне хурлать е айӑплать, ҫав Турӑ саккунне хурлать, айӑплать. Саккуна айӑплатӑн пулсассӑн вара эсӗ ӑна пӑхӑнакан мар, суд тӑвакан.

12 Анчах та ҫынсене Саккун паракан та, Судья та пӗр Ҫавах: Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать. Ҫывӑх ҫыннуна айӑпламашкӑн эсӗ кам вара?


Каппайни пирки асӑрхаттарни

13 «Паян-и, ыран-и ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та, унта ҫулталӑк хушши сутӑ туса пурӑнӑпӑр, тупӑш илӗпӗр», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Эй, ҫакнашкал калаҫакансем, халӗ мана итлӗр-ха.

14 Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр: эсир пурӑнни самантлӑх курӑнса ҫухалакан тӗтре пек кӑна.

15 «Хуҫа Турӑ парсассӑн, сывлӑх пулсассӑн ҫавна-ҫавна тӑвӑпӑр», – теес вырӑнне

16 эсир мӑнкӑмӑллӑн каппайланатӑр. Ҫакнашкал мухтанса ҫӳрени вӑл пит усал.

17 Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ