Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Иаков ҫырӑвӗ 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк Чӗлхе тем тума та пултарать

1 Эй, тӑвансем! Пурте вӗрентекен пуласшӑн ан ҫунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: пирӗнтен, вӗрентекенсенчен, судра тата хытӑрах ыйтӗҫ.

2 Мӗншӗн тесен эпир пурте ҫылӑха нумай кӗретпӗр. Кам сӑмахпа ҫылӑха кӗмест, ҫав аталанса ҫитнӗ пулать. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткине чарма-пӑхӑнтарма пултарать.

3 Тӗслӗхрен, хамӑра итлетӗр тесе эпир лашана ҫӑварлӑхлатпӑр, вара унӑн пӗтӗм кӗлеткине хамӑра пӑхӑнтаратпӑр.

4 Е, калӑпӑр, карапӗ тем тери пысӑк пулсан та, ҫилӗ тем тери вӑйлӑ вӗрсен те, пӗчӗк рульпе усӑ курсах капитанӗ карапа кирлӗ еннелле ярать.

5 Чӗлхе те ҫавнашкалах – ӳт-пӗвӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ пулин те, нумай тӑваять. Кур-ха, пӗчӗкҫӗ ҫулӑм чӗлхиех мӗн пысӑкӑш вӑрмана хыптарса яма пултарать!

6 Чӗлхе те – ҫулӑм, вӑл – усал йӑви. Ӳт-пӗвӗн ытти пайӗсемпе танлаштарсан, вӑл пӗтӗм кӗлеткене ирсӗрлетет. Тамӑк вучӗпе хыпса илсе чӗлхе пӗтӗм пурӑнӑҫа ҫунтарса ярать.

7 Тем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗлен-калтапа тинӗс чӗр чунӗсене этем алла хӑнӑхтарнӑ, хӑнахтарать.

8 Анчах ҫынсенчен пӗри те чӗлхине итлеттереймест. Вӑл – вӗлерекен наркӑмӑшлӑ чарайми усал.

9 Чӗлхепех эпир Атте Турра мухтатпӑр, ҫав чӗлхепех эпир ҫынсене ылханатпӑр. Ҫынна вара Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ вӗт-ха.

10 Пӗр ҫӑвартанах мухтав сӑмахӗ те, ылхан сӑмахӗ те тухать. Эй, тӑвансем! Кунашкал пулмалла мар.

11 Пӗр ҫӑлкуҫранах тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв тапса тӑни пур-и?

12 Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.


Ҫӳлтен анакан ӑс

13 Сирӗнтен кам чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫав хӑй ӑсне тӳрӗ пурӑнса, ӑслӑ йӑвашлӑхӗпе ырӑ ӗҫсем туса кӑтартса патӑр.

14 Анчах та сирӗн чӗрӗрте хаяр кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑха пӑсса ан суйӑр.

15 Кунашкал ӑс ҫӳлтен анмасть, вӑл – ку тӗнчери, чун-чӗмсӗр, шуйттанран килекен ӑс.

16 Ӑҫта кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх, унта йӗркесӗрлӗхпе тӗрлӗ усаллӑх.

17 Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар.

18 Канӑҫлӑх кӳрекенсем вара лӑпкӑн ака тӑваҫҫӗ, тӳрӗлӗх ҫимӗҫне те вӗсемех пухса илӗҫ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ