Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Иаков ҫырӑвӗ 2 - Синодальный НЗ


2-мӗш сыпӑк Ҫын камне пӑхассинчен асӑрхаттарни

1 Эй, тӑванӑмсем! Эсир, мухтавлӑ Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсем, ҫынна кам пулнине кура ан хаклӑр.

2 Калӑпӑр, сирӗн пухӑва капӑр тумланнӑ, ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ ҫын пырать. Тата пухӑва начар ҫи-пуҫлӑ чухӑн та пырать.

3 Эсир капӑр тумланнӑ ҫынна асӑрхасан: «Сана ҫакӑнта ларсан лайӑхрах пулӗ», – тетӗр. Чухӑннине вара: «Эсӗ ҫавӑнта тӑр», е «Ман ура вӗҫне лар», – тетӗр.

4 Ҫапла туса эсир хӑвӑр ӑшӑрта пӗрисене теприсенчен ҫӳлерех хумастӑр-им? Тӗрӗс мар шухӑшлакан судьясем пулса тӑмастӑр-им?

5 Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им?

6 Эсир вара чухӑна хапӑл тумастӑр. Сире пусмӑрлакансем пуянсем мар-им? Сире судсем тӑрӑх сӗтӗрекенсем те вӗсем мар-им?

7 Сире Христос ячӗпе чӗнеҫҫӗ. Ҫав ырӑ ята хурлакансем те вӗсемех мар-им?

8 «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат», – тенӗ Ҫырнинче. Енчен те эсир ҫак патшалла саккуна тытса пурӑнатӑр пулсан аван тӑватӑр.

9 Енчен те эсир ҫын камне пӑхатӑр пулсан ҫылӑха кӗретӗр, Турӑ саккунӗпе айӑплӑ пулатӑр.

10 Мӗншӗн тесен саккуна пӗтӗмӗшле пӑхӑнса пурӑнсан та, пӗр-пӗр пил-хушӑва пӑссан, эсир пӗтӗм саккуна пӑсатӑр.

11 «Мӑшӑрна ан ултала», – тесе Калаканниех тата: «Ан вӗлер», – тенӗ. Ҫавӑнпа та эсӗ мӑшӑрна улталамасан та, ҫын вӗлерсен, саккуна пӑсакан пулатӑн.

12 Эсир ӗнтӗ хӑвӑра ирӗклӗх паракан саккунпа айӑпланас ҫынсем пек калаҫӑр, пурӑнӑр.

13 Мӗншӗн тесен хӗрхенме пӗлменнисене Турӑ сучӗ те хӗрхенмӗ. Хӗрхенӳ вара судран та аслӑрах.


Ӗненӳ тата ӗҫсем

14 Эй, тӑванӑмсем! Ӗненетӗп текен, анчах ӗненӗвне ӗҫпе ҫирӗплетмен ҫынран мӗн усси? Ҫавнашкал ӗненӳ ӑна ҫӑлса хӑварӗ-и?

15 Ӗненекен тӑванӑн тӑхӑнмалли те, ҫимелли те ҫук пулсан,

16 сирӗнтен хӑшӗ те пулин ӑна мӗн кирлине памасӑрах: «Канӑҫлӑ каях, ӑшӑн тата ҫисе тӑран», – тенинчен мӗн усси?

17 Ӗненӳ те ҫавнашкалах, ӗҫпе ҫирӗплетмесен, хӑй халлӗн кӑна – вилӗ.

18 Анчах кам та пулин ҫапла калама пултарать: «Пӗрин ӗненӗвӗ пур, теприн – ӗҫӗ». Ӗҫӳпе ҫирӗплетмен ӗненӗве эсӗ мана епле кӑтартӑн? Эпӗ вара сана хам ӗненнине ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп.

19 Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.

20 Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и?

21 Пирӗн мӑн асатте Авраам хӑйӗн Исаак ывӑлне Турра кӳме парне вырӑнӗ ҫине хунӑ. Ҫапла вӑл ӗҫӗпе тӳрре тухман-им вара?

22 Куратӑн ӗнтӗ, унӑн ӗненӗвӗ ӗҫӗпе килӗшсе тӑнӑ, ӗҫне кура унӑн ӗненӗвӗ чи паха шая ҫитнӗ.

23 Вара Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ». Авраама вара «Туррӑн тусӗ» тесе чӗнме пуҫланӑ.

24 Куратӑн ӗнтӗ, этем ӗненӳпе кӑна мар, ӗҫӗсемпе тӳрре тухать.

25 Ҫавнашкалах аскӑн хӗрарӑм Раав та Турӑ умӗнче ӗҫӗсемпе тӳрре тухман-им? Вӑл вӑрттӑн сӑнавҫӑсене ҫӗр выртма кӗртнӗ, кайран урӑх ҫулпа тартнӑ.

26 Ҫапла ӗнтӗ, чун-чӗмсӗр кӗлетке вилӗ пекех, ӗҫсӗр ӗненӳ те вилӗ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ