Филиппӑсем патне 4 - Синодальный НЗ4-мӗш сыпӑк 1 Эппин, чунӑм туртакан савнӑ тӑванӑмсем, Хуҫамӑра ҫапла ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр, эсир – манӑн савӑнӑҫӑм, манӑн ҫӗнтерӳ пуҫ кӑшӑлӗ. Чӗнсе каланисем 2 Еводияна тархаслатӑп, Синтихияна тархаслатӑп: эсир Хуҫамӑра ӗненнӗ тӑрӑх тӑвансем пулатӑр, ҫавӑнпа та пӗр шухӑшлӑ пулӑр. 3 Санран вара, ӗҫӗмри шанчӑклӑ юлташӑм, ҫакна ыйтатӑп: эсӗ вӗсене пӗр чӗлхе тупма пулӑш. Вӑл хӗрарӑмсем манпа тата Климентпа пӗрле, ыттисемпе пӗрле (вӗсен ячӗсене пурӑнӑҫ кӗнекине кӗртнӗ ӗнтӗ) Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ. 4 Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса яланах савӑнӑр. Татах калатӑп: савӑнӑр! 5 Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлтӗр. Хуҫамӑр килесси ҫывӑх ӗнтӗ. 6 Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр. 7 Вара Туррӑн этем ӑнланайми канӑҫлӑхӗ Иисус Христосри пӗрлӗхре сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра упраса хӑварӗ. 8 Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр. 9 Хӑвӑр манран вӗреннине, йышӑннине, илтнине, курнине туса пырӑр, – вара канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ. Филиппӑсене пулӑшушӑн тав туни 10 Эсир маншӑн каллех тӑрӑшнине курсан, эпӗ, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса, питӗ савӑнтӑм. Эсир маларах ман ҫинчен шутламан теместӗп, май килтерейменнине пӗлетӗп. 11 Ҫак сӑмахсене эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫран каламастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ мӗн пуррипе ҫырлахма хӑнӑхнӑ. 12 Эпӗ ҫити-ҫитмине те, тулӑххине те курнӑ. Тӑраниччен ҫиетӗп-и, выҫах-и, тулӑх-и, ҫити-ҫитми-и – эпӗ ӗнтӗ темле те пурӑнма вӗренсе ҫитрӗм. 13 Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп. 14 Ҫапах та эсир мана инкекре пулӑшни лайӑх. 15 Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пуҫӑнсанах, Македонирен кайнӑ хыҫҫӑн мана сирӗнсӗр пуҫне пӗр чиркӳ те пулӑшу памарӗ, йышӑнмарӗ. Ҫакна эсир, филиппӑсем, хӑвӑрах аван пӗлетӗр. 16 Эпӗ Фессалоникӑра чухне те эсир пӗр-икӗ хутчен мана пулӑшу ярса патӑр. 17 Эпӗ ҫакна калани сирӗнтен пулӑшу кӗтнине пӗлтермест. Ырӑ тунине кура сирӗн тӳпери пайта ӳсессе шанса калатӑп. 18 Хама мӗн кирлине эпӗ пӗтӗмпех илтӗм, ытлашшипех те илтӗм. Эсир Епафродитран парса янӑ парнесене илсен кӑмӑлӑм тулчӗ. Эсир парса яни – Турра юрӑхлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек. 19 Хӑйӗн мухтавӗ нумай пулнӑран Турӑҫӑм сирӗн мӗн ҫитменнине Христос Иисус урлӑ парсах тӑрӗ. 20 Атте Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр. Аминь. Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем 21 Иисус Христоса ӗненекенсене салам калӑр. Кунти ӗненекен тӑвансем пурте манпа пӗрле сире салам яраҫҫӗ. 22 Сӑваплӑ ҫынсем пурте, уйрӑммӑнах император ҫуртӗнчисем, сире салам калаҫҫӗ. 23 Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia