Филиппӑсем патне 3 - Синодальный НЗ3-мӗш сыпӑк Чӑн-чӑн тӳрӗлӗх 1 Ытти пирки вара эпӗ сире ҫакна каласшӑн: Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса савӑнӑр. Пӗр каланӑ сӑмахах тепре ҫырмашкӑн мана йывӑр мар, сире вара вӑл инкек-синкексенчен хӑтарса хӑварӗ. 2 Йытӑлла ҫынсенчен, ӗненӗве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асӑрханӑр. 3 Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӳт кастарнисем вӗсем – эпир. Ӳт-пӗве шанмасӑр, эпир Турӑ Сывлӑшӗ хушнӑ пек Турра пуҫҫапатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр. 4 Паллах, ӳт-пӗве шанмашкӑн манӑн та сӑлтавӑм пур. Ҫав сӑлтавӑм ӳт-пӗве шанакан кирек камӑннинчен те ытларах. 5 Ҫуралсан сакӑр кунран манӑнне ӳт кастарнӑ. Эпӗ, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни, юн тӑрӑх – чӑн-чӑн еврей, вӗреннӗ тӑрӑх – фарисей, 6 тӑрӑшнӑ тӑрӑх – Турӑ Чиркӗвне хӗсӗрлекен, саккун тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх – тасаскер. 7 Анчах та, Христоса ӗненсен, хам маларах паха тесе шутлани сиенлине ӑнланса илтӗм. 8 Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе, 9 хама Унра тупас тесе турӑм. Эпӗ саккуна пурнӑҫласа хам тӑрӑшнипе тӳрре тухас теместӗп. Эпӗ Христоса ӗненсе тӳрре тухасшӑн, ҫав тӳрӗлӗхе вара Турӑ ӗненӳ урлӑ парать. 10-11 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас тӗллевӗмпе манӑн Христоса тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ вӑй-хӑвата пӗлес килет; Унӑн асапне, вилӗмне Унпа пӗрле пайлас килет. Тӗллев патне васкаса 12 Анчах та эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм теме пултараймастӑп. Христос мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавӑн патне тӑрӑшсах ӑнтӑлатӑп. 13 Эй, тӑвансем! Эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм тесе йӑпанса лармастӑп; иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп. 14 Эпӗ тӗллевӗм патне, хама парас сӑвап патне васкатӑп. Турӑ пире ҫав сӑвапшӑн Иисус Христос урлӑ чӗнсе илнӗ. 15 Эппин, пирӗнтен хӑшӗ аталанса ҫитнӗ – ҫапла шухӑшлатӑр. Кам урӑхла шухӑшлать – Турӑ унӑн тӗрӗс мар шухӑшне те уҫӑмлатӗ. 16 Кирек епле пулсассӑн та, хамӑр пӗр тупнипе килӗшӳллӗн шухӑшлар, ҫав йӗркепе пурӑнар. 17 Эй, тӑвансем! Ман евӗр пулӑр. Кам пирӗн евӗр пурӑнать, ҫавсенчен эсир те тӗслӗх илӗр. 18 Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ (вӗсем ҫинчен эпӗ сире пӗрре мар каласаттӑм, халӗ куҫҫуль витӗрех калам) хӑйсене Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек тыткалаҫҫӗ. 19 Вӗсен шӑпи – пӗтеслӗх, вӗсен турри – хырӑм, вӗсем намӑсланмаллипе те мухтанаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ. 20 Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр вара – ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче. Эпир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Хуҫамӑр унтан килессе кӗтетпӗр. 21 Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia