Филиппӑсем патне 2 - Синодальный НЗ2-мӗш сыпӑк Христос пек йӑваш пулӑр 1 Ҫапла вара, сирӗн пӗр-пӗрне Христос вӗрентнӗ пек хавхалантарасси, юратса лӑплантарасси, пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн пурӑнасси, пӗр-пӗрне хӗрхенесси, пӗр-пӗриншӗн пӑшӑрханасси пур-и? 2 Эппин, пӗрешкел ӗмӗтлӗ, пӗрешкел юратуллӑ, пӗрешкел шухӑш-кӑмӑллӑ пулса мана татах савӑнтарӑр. 3 Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр. 4 Харпӑр хӑвӑршӑн кӑна мар, ҫынсемшӗн те тӑрӑшӑр. 5 Сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр Христосӑнни пекех пулмалла. 6 Туррӑн сӑнарӗ пулин те, Иисус вӑйпах Турӑпа тан юлас темен, 7 этем евӗрлӗ пулса, этем евӗрлӗ курӑнса, чура шӑпине йышӑнса Хӑйне Хӑй мӗскӗнлетнӗ. 8 Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ. 9 Ҫавӑншӑн Турӑ Ӑна пуринчен те ҫӳле ҫӗкленӗ, Ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ. 10 Турӑ ҫакна ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те – пурте – Иисус ячӗ умӗнче чӗркуҫленччӗр тесе, 11 Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ. Ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр 12 Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр. 13 Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать. 14-15 Пӑсӑк та аскӑн ӑрура кӑлтӑксӑр, таса, Турӑ ачисем пек ҫитменлӗхсӗр пуласчӗ тесе, мӗн тумаллине ӳпкелешмесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр. Ҫак ӑру ҫыннисем хушшинче тӗттӗм тӗнчери ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр, 16 чӗрӗлӗх сӑмахне упрӑр. Вара, Христосӑн кунӗ ҫитсессӗн, тӑрӑшуллӑ ӗҫӗмпе, тунӑ ӗҫӗм харама кайманнипе мухтанма та пултарӑп. 17 Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп. 18 Ҫавӑншӑн эсир те хӗпӗртӗр, манӑн савӑнӑҫӑма пайлӑр. Тимофейпа Епафродит 19 Иисус Хуҫамӑра шанса часах сирӗн патӑра Тимофея яма шутлатӑп. Вара, сирӗн ӗҫ-пуҫ ҫинчен пӗлсен, чунӑм лӑпланӗ. 20 Сирӗншӗн пӗтӗм чӗререн, хампа танах тӑрӑшакан ҫыннӑм Тимофейсӑр пуҫне урӑх ҫук. 21 Ыттисем пурте Иисус Христоса юрӑхлишӗн мар, хӑйсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. 22 Ырӑ Хыпар сарас ӗҫре Тимофей мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑчӗ. Вӑл ӗҫпе тӗрӗсленнине хӑвӑрах пӗлетӗр. 23 Ҫапла вара, хама мӗн кӗтнине пӗлсенех, эпӗ тӳрех сирӗн патӑра Тимофея ярӑп. 24 Хуҫа Турӑ пулӑшнипе эпӗ хам та сирӗн патӑра часах ҫитсе курасса ҫирӗп шанатӑп. 25 Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ. 26 Вӑл сире курасшӑн тунсӑхласа ҫитрӗ, хӑй чирлени ҫинчен эсир илтнине пӗлсессӗн вара хуйха ӳкрӗ. 27 Мӗншӗн тесен вӑл вилмеллех чирленӗччӗ, анчах Турӑ ӑна хӗрхенчӗ. Турӑ ӑна ҫеҫ мар, мана та хӗрхенчӗ: хуйхӑ ҫине суйхӑ пуласран хӑтарчӗ. 28 Ҫавӑнпа та эпӗ Епафродита сирӗн патӑра хӑвӑртрах ярас терӗм. Унпа курнӑҫса калаҫсассӑн эсир хӗпӗртӗр, вара манӑн чунӑм та лӑпланӗ. 29 Ӑна ытти ӗненекен тӑвансене йышӑннӑ пекех савӑнса хапӑл тусамӑрччӗ, Хуҫамӑр ячӗпе сума сусамӑрччӗ. 30 Христос ӗҫӗшӗн вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне мана пулӑшма сирӗн май килмен пирки вӑл пурӑнӑҫне шеллемесӗр маншӑн тӑрӑшрӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia