Апокалипсис 9 - Синодальный НЗ9-мӗш сыпӑк 1 Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ. 2 Вӑл вара тӗпсӗрлӗх шӑтӑкне уҫрӗ те, унтан, пысӑк кӑмака анинчен тухнӑ евӗр, тӗтӗм палкаса тухрӗ. Тӗпсӗрлӗхрен йӑсӑрланакан тӗтӗмпе вара хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ. 3 Тӗтӗм ӑшӗнчен хӗрлӗ шӑрчӑксем йӑтӑнса тухрӗҫ, вӗсене ҫӗр ҫинчи скорпионӑнни пек вӑй-хӑват панӑччӗ. 4 Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ. 5 Хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫав ҫынсене вӗлерме хушман, вӗсен ҫынсене пилӗк уйӑха яхӑн асап кӑтартмалла пулнӑ. Скорпион сӑхнипе ҫын епле асапланать, хӗрлӗ шӑрчӑксем те ҫавнашкалах асаплантармалла. 6 Ун чухне ҫынсем вилӗм шырӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ, анчах вилӗм вӗсенчен тарӗ. 7 Хӗрлӗ шӑрчӑксем ҫапӑҫӑва хатӗр ҫар лашисем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, сӑнӗпе вара вӗсем этем евӗрлӗрехчӗ. 8 Ҫӑмӗсем вӗсен хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек, шӑлӗсем арӑслан шӑлӗ пек. 9 Ҫийӗсенче вӗсен ҫар тумтирӗ пек тимӗр тумтир, ҫуначӗсен шавӗ вара ҫапӑҫӑва ыткӑнакан йышлӑ лашасен тата ҫар ураписен шавӗ-кӗмсӗртетӗвӗ евӗр. 10 Хӗрлӗ шӑрчӑксен хӳри вӗҫӗнче скорпион сӑнни пек сӑнӑ, ҫынсене сӑтӑр тумашкӑн вӗсене пилӗк уйӑха яхӑн ирӗк панӑ. 11 Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион. 12 Пӗр хуйхӑ иртрӗ, акӑ, ун хыҫӗнчен тепӗр икӗ хуйхӑ килет. 13 Улттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, вара эпӗ сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ Турӑ умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен пӗр харӑс тухать. 14 «Ефрат ятлӑ аслӑ юхан шыв хӗрринчи сӑнчӑрланӑ тӑватӑ ангела ирӗке яр», – терӗ ҫав сасӑ трубаллӑ улттӑмӗш ангела. 15 Вара хайхи тӑватӑ ангела ирӗке ячӗҫ. Вӗсене ҫӗр ҫинчи ҫынсен виҫҫӗмӗш пайне вӗлермешкӗн ҫак сехет, ҫак кун, ҫак уйӑх, ҫак ҫул валли хатӗр тӑратнӑ пулнӑ. 16 Эпӗ утлӑ ҫарӑн хисепне илтрӗм: унӑн йышӗ ик ҫӗр хут пин-пинччӗ. 17 Мана курӑнура лашасемпе юланутҫӑсем акӑ еплерех курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫинче вут пек хӗрлӗ, гиацинт пек кӑвак, кӳкӗрт пек сарӑ ҫар тумтирӗ. Лашисен пуҫӗсем арӑслан пуҫӗ пек, ҫӑварӗсенчен вутпа тӗтӗм тата кӳкӗрт чашласа тухать. 18 Вӗсен ҫӑварӗсенчен тухакан ҫак виҫӗ инкекпе – вутпа, тӗтӗмпе тата кӳкӗртпе – ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ. 19 Лашисен вӑй-хӑвачӗ ҫӑварӗсемпе хӳрисенчеччӗ, хӳрисем вара ҫӗленсем пекчӗ. Вӗсем ҫав ҫӗлен пуҫлӑ хӳрисемпе сӑха-сӑха ҫынсене пӗтеретчӗҫ. 20 Ҫак виҫӗ инкекпе вилмесӗр юлнисем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем усал сывлӑшсене тата ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, чул, йывӑҫ кӗлеткесене – курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене – пурпӗрех пуҫҫапма пӑрахас темерӗҫ. 21 Хӑйсем ҫын вӗлернӗшӗн те, тухатнӑшӑн та, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрланӑшӑн та пурпӗрех ӳкӗнмерӗҫ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia