Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Апокалипсис 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк Сардисри чиркӗве янӑ ҫыру

1 «Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ.

2 Сыхӑ пул, пӗтес патне ҫитнине те пулин упраса хӑвар. Санӑн ӗҫӳсем Туррӑм умӗнче тивӗҫсӗррине Эпӗ куратӑп.

3 Эппин хӑвна мӗн вӗрентнине, мӗн каланине аса ил те, ҫавсене пӑхӑнса, ӳкӗн. Эсӗ сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна, вӑрӑ пек, кӗтмен вӑхӑтра пырӑп, хӑш самантра пырасса эсӗ сисеймӗн те.

4 Ҫапах та санӑн патӑнта, Сардисра, хӑйсен таса тумне вараламан темиҫе ҫын пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳреме тивӗҫ пулӗҫ.

5 Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ. Эпӗ унӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекинчен чӗрсе пӑрахмӑп, ҫав ят ҫинчен Аттемпе Унӑн ангелӗсене каласа пӗлтерӗп.

6 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».


Филадельфири чиркӗве янӑ ҫыру

7 «Филадельфи чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Давид патша ҫӑраҫҫийӗ Унра, Вӑл уҫнине никам та хупаймӗ, Вӑл хупнине никам та уҫаймӗ. Ҫавӑ – Сӑвапли, Чӑнни – ҫапла калать, те:

8 „Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Акӑ, Эпӗ санӑн умӑнти алӑка уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ мар пулин те, эсӗ Манӑн сӑмахӑма упраса хӑварайрӑн, Ман ятӑмран тунмарӑн.

9 Акӑ ӗнтӗ, Эпӗ хайхи шуйттан пухӑвӗнчи ҫынсене, чунӗпе иудей мар ҫинчех хӑйсене иудей текен суеҫӗсене, санӑн уру умне ӳксе пуҫҫапмалла тӑвӑп. Вара вӗсем Эпӗ сана юратнине пӗлӗҫ.

10 Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.

11 Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫӗнтерекенӗн пуҫ кӑшӑлне хывса ан илччӗр тесен, эсӗ мӗн пуррине ҫирӗп тытса пыр.

12 Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑмӑн Ҫуртӗнче тӗреклӗх юпи тӑвӑп, вӑл Турӑ Ҫуртӗнчех юлӗ. Ун ҫине Эпӗ Туррӑм ятне, ҫӳл тӳперен, Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑм хулин – ҫӗнӗ Иерусалимӑн – ятне тата Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма ҫырса хурӑп.

13 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».


Лаодикири чиркӗве янӑ ҫыру

14 «Лаодики чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: шанчӑклӑ та чӑн ҫирӗплетсе калакан Аминь, Турӑ пултарнин пуҫламӑшӗ, ҫапла калать, те:

15 „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар. Ах, эсӗ сивӗ е вӗри пулинччӗ!

16 Анчах та эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар, лӗп пулнӑран Эпӗ сана Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп.

17 „Ҫитменни ман нимӗн те ҫук, эпӗ пуйрӑм, эпӗ пуян,“ – тетӗн эсӗ. Ху вара телейсӗр те мӗскӗн, кӗлмӗҫ, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас пулнине те пӗлместӗн.

18 Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр.

19 Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, айӑплатӑп. Ҫавӑнпа чунна ҫунтар, ӳкӗн.

20 Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ.

21 Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.

22 Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр“».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ