Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Апокалипсис 21 - Синодальный НЗ


21-мӗш сыпӑк Ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр

1 Унтан эпӗ ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре куртӑм, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи тӳпепе ҫӗр те, тинӗс те ҫукчӗ ӗнтӗ.

2 Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ.

3 Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ.

4 Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, йӗрӳ-макӑру та, чир-чӗр те пулмӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи йӑлтах иртсе кайнӑ».

5 Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ.

6 «Мӗн пулмалли пулчӗ! – терӗ Вӑл мана. – Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп.

7 Ҫӗнтерекен пӗтӗмпех еткерлӗхе илӗ, вара Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.

8 Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».


Ҫӗнӗ Иерусалим

9 Унтан ман патӑма юлашки ҫичӗ инкекпе тултарнӑ ҫичӗ куркаллӑ ангелсенчен пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: «Кил, эпӗ сана Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрне, ҫамрӑк арӑмне, кӑтартатӑп».

10 Вара вӑл мана Святой Сывлӑш витӗмӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ. Ту тӑрринчен вӑл мана ҫӳл тӳперен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ Иерусалим хулине кӑтартрӗ.

11 Ҫак хулан Турӑ мухтавӗ пур. Вӑл хаклӑ йышши чул пек, витӗр таса пӑр евӗрлӗ яспис пек йӑлтӑртатса тӑратчӗ.

12 Хули тавра вун икӗ хапхаллӑ пысӑк та ҫӳллӗ хӳме. Хапхасем ҫинче – вун икӗ ангел, кашни хапхи ҫинех Израилӗн вун икӗ йӑхӗн ятне ҫырнӑ.

13 Виҫӗ хапхи – хӗвел тухӑҫ енне, виҫӗ хапхи – ҫурҫӗр енне, виҫӗ хапхи – кӑнтӑр енне, тепӗр виҫӗ хапхи хӗвел анӑҫ енне тухать.

14 Хула хӳмисене вун икӗ никӗс ҫине туса лартнӑ, кашни никӗсӗ ҫинех Путекӗн вун икӗ апостолӗн ятне ҫырнӑ.

15 Манпа калаҫакан ангелӑн хулапа хапхисене, хӳмине виҫмешкӗн ылтӑн туя пурччӗ.

16 Хули тӑваткӗтеслӗх евӗр, унӑн урлӑш-тӑршшӗ пӗрех. Ангел хулана туйипе виҫсе тухрӗ те, пурӗ вун икӗ пин ҫурӑ ҫухрӑма яхӑн пулчӗ. Унӑн тӑршшӗ те, сарлакӑшӗ те, ҫӳллӗшӗ те пӗрешкелех.

17 Унтан ангел хула хӳмине этем виҫипе виҫрӗ те, пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике пулчӗ. Ангел виҫи этем виҫи пекехчӗ.

18 Хӳмине ясписран купаланӑ, хулине вара – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран.

19 Хӳме никӗсӗсене тӗрлӗ хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ. Пӗрремӗш никӗсӗ – яспис, иккӗмӗшӗ – сапфир, виҫҫӗмӗшӗ – халкидон, тӑваттӑмӗшӗ – смарагд,

20 пиллӗкмӗшӗ – сардоникс, улттӑмӗшӗ – сердолик, ҫиччӗмӗшӗ – хризолит, саккӑрмӗшӗ – вирилл, тӑххӑрмӗшӗ – топаз, вуннӑмӗшӗ – хризопрас, вун пӗрмӗшӗ – гиацинт, вун иккӗмӗшӗ аметист текен чул.

21 Вун икӗ хапхи – вун икӗ ӗнчӗ. Кашни хапхине пӗр ӗнчӗрен тунӑ. Хула урамӗ – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран.

22 Хулара эпӗ Турӑ Ҫуртне курмарӑм, мӗншӗн тесен ҫак хулашӑн Турӑ Ҫурчӗ – Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑпа Путек.

23 Хулана ҫутатмашкӑн хӗвел те, уйӑх та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ мухтавӗ ҫутатать, унӑн ҫутаткӑҫӗ – Путек.

24 Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ҫак ҫутӑра ҫӳрӗҫ, патшасем хӑйсен ҫӗр ҫинчи мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ.

25 Хула хапхисене кӑнтӑрла питӗрмӗҫ, каҫ вара унта пулмасть.

26 Халӑхсем унта мухтавӗпе чапне илсе пырӗҫ.

27 Хулана таса марри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суялӑха парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ. Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хунисем кӑна унта кӗрейӗҫ.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ