Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Апокалипсис 17 - Синодальный НЗ


17-мӗш сыпӑк Аскӑн хӗрарӑмпа тискер кайӑк

1 Унтан ҫичӗ куркаллӑ ҫичӗ ангелтан пӗри ман патӑма пычӗ те ҫапла каларӗ: «Курсам, эпӗ сана нумай юхан шыв ҫинче ларакан аскӑнран та аскӑн хӗрарӑма епле суд тунине кӑтартӑп».

2 Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ».

3 Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ.

4 Хӗрарӑмӗ тӗксӗм хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑн капӑрчӑксемпе, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе илемленнӗ. Аллине хӑй ылтӑн курка тытнӑ, курка тулли вара – унӑн аскӑнлӑхӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхӗ.

5 Ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑ: «Ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, ирсӗрлӗхсен амӑшӗ – аслӑ хула Вавилон».

6 Эпӗ пӑхрӑм та – ҫак хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсен юнне ӗҫнипе ӳсӗррине куртӑм. Ӑна курсассӑн вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.

7 «Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? – тесе ыйтрӗ манран ангел. – Эпӗ сана ҫак хӗрарӑм тата вӑл утланнӑ ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑп.

8 Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.

9 Ҫакна ӑнланма ӑслӑлӑх кирлӗ. Тискер кайӑкӑн ҫичӗ пуҫӗ хӗрарӑм ларакан ҫичӗ сӑрта

10 тата ҫичӗ патшана пӗлтерет. Ҫиччӗшӗнчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах патшара ларать, юлашки вара ҫӗр ҫине килмен-ха. Анчах та вӑл, килсессӗн те, нумайлӑха тытӑнса тӑраймӗ.

11 Тахҫан чӗрӗ пулнӑ, халӗ вилӗ тискер кайӑк ҫичӗ патшаран пӗрне, саккӑрмӗшне пӗлтерет. Вӑл та тӗп пулӗ.

12 Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет. Хальлӗхе вӗсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр самантлӑх влаҫра пулса курӗҫ.

13 Вунӑ патшин те пӗр шухӑш. Вӗсем хӑйсен вӑй-хӑватне, влаҫне тискер кайӑка парас теҫҫӗ.

14 Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».

15 Унтан ангел мана ҫапла каларӗ: «Хайхи эсӗ курнӑ аскӑн хӗрарӑм ларакан юхан шывсем тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑха, тӗрлӗ йӑх-ӑрӑва пӗлтереҫҫӗ.

16 Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, ӑна ҫаратса ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ, ӑна ҫийӗҫ, вутра ҫунтарӗҫ.

17 Мӗншӗн тесен Турӑ вунӑ мӑйракана – ҫав вунӑ патшана – Хӑйӗн ирӗкне тутарӗ: Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланиччен вӗсен тискер кайӑка пуҫ пулма ирӗк памалла.

18 Эсӗ курнӑ хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланакан аслӑ хулана пӗлтерет».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ