Апокалипсис 16 - Синодальный НЗ16-мӗш сыпӑк Турӑ ҫиллин куркисем 1 Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче вӑйлӑ сасӑ янӑраса кайнине илтрӗм. «Кайӑр та, – терӗ ҫав сасӑ ҫичӗ ангела, – Турӑ ҫиллин ҫичӗ куркине ҫӗр ҫине тӑкӑр». 2 Пӗрремӗш ангелӗ кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарнӑ, унӑн сӑнарне пуҫҫапакан ҫынсен ӳчӗ пӳрлӗ, хӑрушӑ та йӗрӗнмелле суранпа витӗнчӗ. 3 Иккӗмӗш ангелӗ хӑй куркине тинӗсе тӑкрӗ. Ҫав самантрах тинӗс шывӗ вилнӗ ҫын юнӗ евӗрлӗ пулса тӑчӗ. Тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун вилсе пӗтрӗ. 4 Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсем ҫине тӑкрӗ, вара вӗсем те юн пулса тӑчӗҫ. 5 Унтан эпӗ шыв ангелӗ ҫапла каланине илтрӗм: «Эй, Хуҫамӑр! Эсӗ пур, яланах пулнӑ. Эсӗ тӗрӗслӗхлӗ те таса, мӗншӗн тесен ҫапла суд турӑн. 6 Сӑваплисемпе пророкусен юнне юхтарнӑшӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ те». 7 Вара эпӗ парне вырӑнӗ енчен тепӗр сасӑ илтрӗм. «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр! Санӑн суду тӳрӗлӗхлӗ те чӑн!» – терӗ ҫав сасӑ. 8 Тӑваттӑмӗш ангелӗ хӑй куркине хӗвел ҫине тӑкрӗ. Хӗвеле ҫӗр ҫинчи ҫынсене ҫунтарса яма ирӗк панӑччӗ. 9 Ӗнтӗ ҫынсене вӑйлӑ шӑрӑх ҫунтара пуҫларӗ, анчах та вӗсем, ӳкӗнсе Турра мухтас вырӑнне, инкексене пӗтерме пултаракан Турӑ ятне хурларӗҫ. 10 Пиллӗкмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑк престолӗ ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑк патшалӑхӗ пӗтӗмпех сӗм-тӗттӗмлӗх ӑшне путрӗ. Асапа тӳсеймесӗр ҫынсем чӗлхисене ҫырта-ҫырта лартрӗҫ. 11 Анчах та, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнес вырӑнне, вӗсем инкек-асапӗсемшӗн Ҫӳлти Турра хурларӗҫ. 12 Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Ефрат юхан шывне тӑкрӗ. Вара, хӗвел тухӑҫӗнчен килекен патшасемшӗн ҫул хатӗр пултӑр тесе, Ефрат шывӗ типсе ларчӗ. 13 Ҫавӑн чухне эпӗ пӑхрӑм та аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен шапа евӗрлӗ виҫӗ усал сывлӑш тухнине куртӑм. 14 Кусем – тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан усал сывлӑшсем. Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫак аслӑ кунӗнче патшасене вӑрҫа пухас тесе, усал сывлӑшсем пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем патне тухаҫҫӗ. 15 Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ! 16 Вара патшасене пӗр ҫӗре, еврейла Армагеддон текен вырӑна, пухрӗҫ. 17 Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша тӑкрӗ. Ҫав самантрах тӳпери Турӑ Ҫурчӗн престолӗ патӗнчен: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» – текен вӑйлӑ сасӑ илтӗнчӗ. 18 Вара ҫиҫӗмсем ялтӑртатма пуҫларӗҫ, аслати кӗрлесе авӑтрӗ. Ҫав тери вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ. Кунашкалли этем ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман! 19 Аслӑ хула виҫӗ пая арканса кайрӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсен хулисем ишӗлсе анчӗҫ. Аслӑ Вавилон хулине те, Хӑйӗн ҫиллин куркине ӗҫтерес тесе, Турӑ Хӑй асӗнчех тытрӗ. 20 Мӗн пур утравсем ҫухалчӗҫ, тусем тӑрса юлмарӗҫ. 21 Ҫынсем ҫине пӗлӗтрен темиҫе пӑт йывӑрӑш пӑр катӑкӗсем ҫурӗҫ. Ҫынсем, ҫакнашкал пӑр ҫунин инкекӗ пит пысӑк пулнӑран, асапа тӳсеймесӗр, Турра ылханчӗҫ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia