Апокалипсис 11 - Синодальный НЗ11-мӗш сыпӑк Икӗ пророк 1 Мана виҫе карчӗсем картнӑ патак евӗрлӗ туя пачӗҫ. Унтан ҫапла каларӗҫ: «Тӑр та Турӑ Ҫурчӗпе парне вырӑнне виҫсе тух, унта пуҫҫапакансем миҫен пулнине те шутла. 2 Турӑ Ҫурчӗн тулаш картишне вара шута ан ил, мӗншӗн тесен вӑл чӑн Турра пӗлмен халӑхсем валли. Вӗсем сӑваплӑ хулара хӗрӗх икӗ уйӑх хушши хуҫаланӗҫ. 3 Эпӗ Хамӑн икӗ пророкӑма хӑват парӑп. Вӗсем, ӳкӗнӳ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пророкла каласа вӗрентӗҫ». 4 Ҫав пророксем – ҫӗре тытса тӑракан Турӑ умӗнчи икӗ ҫу йывӑҫҫи, икӗ ҫутаткӑҫ. 5 Кам та пулин пророксене сӑтӑр тӑвас тесен, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те тӑшманӗсене кӗллентерӗ. Пророксене сӑтӑр тӑвас текенсем вилӗме тивӗҫлӗ. 6 Хӑйсем пророкла калаҫнӑ чухне, ҫӗр ҫине ҫӑвакан ҫумӑра чармашкӑн, вӗсем тӳпене хупма та пултараҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан, вӗсем юхан шывсене юн тума, ҫӗр ҫине тем тӗрлӗ чир-чӗр яма та пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫавнашкал ирӗк панӑ. 7 Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ. 8 Вара вӗсен виллисем аслӑ хула урамӗнче выртӗҫ. Вӑл хулана ытарлӑн Содом теҫҫӗ, Египет теҫҫӗ; Хуҫамӑра ҫавӑнта пӑталанӑ. 9 Тӗрлӗ чӗлхеллӗ мӗн пур халӑх, йӑх-ӑру ҫыннисем виҫӗ кун ҫурӑ хушши вилесене курма ҫӳрӗҫ, вӗсен ӳчӗсене тупӑклӑха хуртармӗҫ. 10 Ҫав пророксем пурӑнни ҫынсемшӗн асап пек пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫинче пурӑнакансем вӗсем вилнишӗн савӑнӗҫ, пӗр-пӗрне парнесем парӗҫ. 11 Анчах та виҫӗ кун ҫурӑран Турӑ пророксем ӑшне Хӑйӗн чӗрӗлӗх сывлӑшне кӗртрӗ, вара вӗсем урисем ҫине тӑчӗҫ. Ҫакна куракансем хӑраса-чӗтресе ӳкрӗҫ. 12 Унтан икӗ пророкӗ те тӳперен хӑватлӑ сасӑ илтрӗҫ. «Кунта хӑпарӑр!» – терӗ вӗсене сасӑ. Вара тӑшманӗсен куҫӗ умӗнчех вӗсем, пӗлӗт ҫине ларса, тӳпене ҫӗкленчӗҫ. 13 Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ. 14 Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ. Анчах та, акӑ, виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет. Ҫиччӗмӗш труба 15 Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем. 16 Вара Турӑ умӗнчи хӑйсен престолӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. 17 Вӗсем ҫапла каласа кӗлтурӗҫ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Турӑҫӑм, Эсӗ пур, пулнӑ, пулӑн! Эпир Сана хӑватлӑ вӑй илсе Патшана ларнӑшӑн тав тӑватпӑр. 18 Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем урсах кайнӑччӗ, халӗ ӗнтӗ Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене суд тума, Хӑвӑн чурусене, пророксене тата сӑваплисене, Хӑвӑн ятунтан хӑракансене – аслисемпе кӗҫӗннисене те – хӑйсем тивӗҫнине тавӑрса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ!» 19 Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia