Апокалипсис 10 - Синодальный НЗ10-мӗш сыпӑк Ҫыру тӗркемӗ тытнӑ ангел 1 Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ. 2 Аллинче унӑн пысӑках мар, уҫӑ ҫыру тӗркемӗччӗ. Сылтӑм урипе вӑл тинӗс ҫине пусрӗ, сулахаййипе – ҫӗр ҫине, 3 унтан арӑслан сасси пек вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса ячӗ. Ун сассине хирӗҫ ҫичӗ аслати сасӑ пачӗ. 4 Ҫичӗ аслати сасӑ парсассӑн эпӗ ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине ҫырса ан хур, никама та ан пӗлтер», – тени илтӗнчӗ. 5 Унтан эпӗ ҫакна куртӑм: хайхи хӑрах урипе тинӗс ҫине пуснӑ, хӑраххипе ҫӗр ҫине пуснӑ ангел аллине тӳпенелле ҫӗклерӗ. 6 Вара вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан ячӗпе, тӳпепе тӳперине, ҫӗрпе ҫӗр ҫинчине, тинӗспе тинӗсрине йӑлтах Пултаракан ячӗпе тупа туса: «Ӗнтӗ урӑх вӑхӑт юлмарӗ, – терӗ. 7 – Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртма хатӗрленсен, кӑшкӑртса ярсан, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗ пулса ҫитӗ. Ун ҫинчен Вӑл Хӑйӗн чурисене, пророксене, малтанах пӗлтернӗ». 8 Вара маларах мана тӳперен илтӗннӗ сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ: «Кай та хӑрах урипе тинӗс ҫинче, хӑраххипе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел аллинчи уҫӑ ҫыру тӗркемне ил», – терӗ. 9 Эпӗ ангел патне пытӑм та: «Ҫыру тӗркемне мана парсамччӗ», – терӗм. «Илех, ҫисе яр ӑна, – тавӑрчӗ вӑл. – Ӑна ҫисен, туту-ҫӑварунта пыл тути калӗ, анчах та ӑш-чиккӳне йӳҫек касӗ». 10 Эпӗ ангел аллинчи ҫыру тӗркемне илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм. Ҫинӗ чухне тута-ҫӑварӑмра пыл тути каларӗ, анчах та ӑш-чикӗме йӳҫек касса кайрӗ. 11 «Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia