Фессалоникисем патне 2-мӗш 3 - Синодальный НЗ3-мӗш сыпӑк Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр 1 Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансемӗр, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пытӑрччӗ, хӑвӑр патӑрти пекех мухтавлӑ пултӑрччӗ. 2 Тата Турӑ пире пӑсӑк та усал ҫынсенчен хӑтартӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ӗненӳ пурин те ҫук-ха. 3 Анчах та Хуҫамӑр шанчӑклӑ. Вӑл сире ҫирӗплӗх парса усалтан упраса хӑваратех. 4 Эсир Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпир сире мӗн хушнине пурнӑҫланине, малашне те пурнӑҫласса шанатпӑр. 5 Хуҫамӑр сире Хӑйӗн юратулӑхӗ патне, Христос чӑтӑмлӑхӗ патне ҫул кӑтарттӑр. Наянлӑхран асӑрхаттарни 6 Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ. 7 Пирнешкел пурӑнмаллине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпир вара сирӗн патӑрта ӗҫсӗр ларман, 8 никамӑн татӑк ҫӑкӑрне те тарам ҫимен. Сире чӑрмав кӳрес марччӗ тесе ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫ ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр. 9 Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр. 10 Сирӗн патӑрта пурӑннӑ чухнех эпир сире ҫапла вӗрентеттӗмӗр: «Кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест». 11 Анчах та сирӗн патӑрта хӑшӗ-пӗрисем ӗҫлеме ӳркенеҫҫӗ, ӗҫрен тарма тӑрӑшаҫҫӗ текен сас-хура пирӗн хӑлхана та кӗчӗ. 12 Унашкаллисене Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пули-пулми сӑмах вакламасӑр ӗҫлеме, хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма ӳкӗтлетпӗр. 13 Эсир вара, тӑвансем, ырӑ туса пурӑннӑшӑн ан хуйхӑрӑр. 14 Ҫак ҫырури сӑмахсене кам та кам пӑхӑнас темест, астуса юлӑр та, ӑна намӑс пултӑр тесе, унпа хутшӑнса ан пурӑнӑр. 15 Анчах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, тӑвана ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлӗр. Пиллени 16 Сире канӑҫлӑх Турри Хӑй пур енчен те яланах канӑҫлӑх патӑр. Хуҫа Турӑ сирӗнпе пуринпе те пултӑр. 17 Ҫырусене чӑнласах хам янине паллӑ тумашкӑн эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫапла ҫырса саламлатӑп. 18 Сире пурне те Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь. |
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009
Institute for Bible Translation, Russia